Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти библиотекăра вулавăш ертỹçи Любовь Адюкова кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе «Çăлтăрсен çулĕпе» темăпа калаçу ирттерчĕ.
Тĕнче уçлăхне çул хывнă космонавтсем пирки чылай çĕннине пĕлчĕç вĕренекенсем калаçу урлă. Çавăн пекех ракетăпа космос отраслĕнчи çитĕнỹсем, çĕр çинчен пирвайхи спутнике вĕçтерсе яни, тĕнче уçлăхĕн анлăшне парăнтарни, çăлтăрсен тĕнчинчи наука тĕпчевĕсене пуçарни тĕп темăсен шутĕнче пулчĕç.
Этемлĕх историйĕнче пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ Юрий Гагарин, мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев, Чăваш Енпе тачă çыхăннă космонавтсем Николай Бударин тата Муса Манаров пурнăçĕпе пултарулăхне тишкернĕ май ачасем хăйсен шухăшне каларĕç. Çак темăпа сăвăсем шăрçалама та сĕнчĕ Любовь Германовна.
Ачасем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: вĕренекенсем калаçу вăхăтĕнче.