Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçланнă призыв кампанийĕ июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Ку призывра Елчĕк округĕнчен 30 ытла çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Медицина комиссийĕ витĕр кăларса сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ призывниксене çар пункчĕсене яма пуçлĕç.
Çĕршыва хỹтĕлесси таса та сăваплă тивĕç. Çак тивĕçе Елчĕк каччисем яланах чыслăн пурнăçланипе палăраççĕ.
Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Повестка илсен çар комиссариатне пыман çамрăксем те пур округра. Ку тĕслĕхсенче çар комиссариачĕн сотрудникĕсем гражданин призыв мероприятийĕсене мĕншĕн хутшăнманнине тĕрĕслеççĕ, сăлтавсăр çар комиссариатне пыманнисен тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ. Уклонистсен административлă е уголовлă майпа явап тытма тивет: штраф виçи 200 пин тенкĕ таран, е 2 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

