Суббота, 24 мая, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тухăçлă ĕç-хĕл вăй хушать

Тухăçлă ĕç-хĕл вăй хушать

Округ уй-хирĕсенче ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илеççĕ. Ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма май пулни вара уй-хир ĕçченĕсене тата та вăй парать.

Апрелĕн 17-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 1264 гектар (7 процент) акнă. Аслă Елчĕкри Сергей Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тата Ленин ячĕллĕ ЯХПКра тĕш тырă культурисене чи малтан акма тухнă.

Ĕнерхи кун кăтартăвĕсем тăрăх, Сергей Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 60 гектар çинче урпа акма ĕлкĕрни паллă. Тыр-пул лаптăкĕ пĕтĕмпе 404 гектар йышăнмалла.Сăмах май каласан, кунта 102 гектар çинчи кĕр тыррисене агротехника ыйтнă вăхăтра минераллă удобренисемпе апатлантарса хăварнă, уй-хирти ытти ĕçсене те кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕреççĕ. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков та хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçипе тĕл пулнă май çак шухăша уйрăммăн палăртса каланă.

…Ĕнерхи кун тĕлне «Прогресс» АХОра та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене — 304 гектар (30 процент), Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 110 гектар (25 процент), «Яманчурино» ОООра — 220 гектар (15 процент), «Комбайн» ЯХПКра — 123 гектар (15 процент), «Победа» ОООра — 40 гектар (8 процент) акнă.

Пĕр вăхăтрах ытти ĕçсене те тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыраççĕ. «Сатурн» тата «Комбайн» ЯХПКсенче 130 гектар çинче пĕр çул ỹсекен курăксене акса хăварнă.

Ял хуçалăх организацийĕсенче 525 тонна тĕш тырă вăрлăхне им-çамланă. 20015 гектар (79 процент) çинче нỹрĕк тытса хăварнă, 2812 гектар (11 процент) çĕре кăпкалатнă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code