Понедельник, 13 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтаксем — шăл тухтăрĕсем патĕнче

Салтаксем — шăл тухтăрĕсем патĕнче

СВО паттăрĕсемпе вĕсен çывăх çыннисем больницăсенчен кирек хăш вăхăтра пулăшу ыйтма пултараççĕ. Уçă алăксен кунне ирттерни вара вĕсен ыйтăвĕсемпе тата та тимлĕрех пулма май парать. Апрель уйăхĕн варринче ятарлă çар операцийĕн салтакĕсем стоматологсем патĕнче пулнă. Çав шутра — Çĕнĕ Шупашкарта та. Унта хулан стоматологи поликлиники уçă алăксен кунне йĕркелерĕ.

Халăх нихçанхинчен йышлă пулнă, пациентсем терапевтсен, пародонтологсен, хирург тата ортопед пулăшăвĕпе усă курма, специалистсенчен консультаци илме пултарнă. 3D-томографпа тỹлевсĕр тĕрĕсленнĕ.

— Кунта килме мана «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» фонд сотрудникĕсем сĕнчĕç, — палăртнă чылай салтак.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code