Вторник, 18 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн спорт уявĕ

Чăн-чăн спорт уявĕ

Апрель уйăхĕнче Елчĕк тăрăхĕнче шкул футболĕн чăн-чăн пысăк уявĕ иртрĕ.

Округри шкул командисем хушшинче «Сăран мечĕк» клуб призĕсемшĕн тĕп стадион-площадкăра футбола килĕштерекен ачасемшĕн черетлĕ кĕтнĕ вăйăсен чи пирвайхи тапхăрĕсем иртрĕç.

Виçĕ ỹсĕм категорийĕнче (10-11 çулхи тата çамрăкрах ачасем; 12-13 çултисем тата çамрăкраххисем; 14-15 çултисем тата çамрăкраххисем) йĕркеленĕ ăмăртусем чăннипех асран кайми туйăмсем хăварчĕç.

Турнира округри пĕтĕм шкул команди хутшăнни те хăех унăн çỹллĕ шайлăхне кăтартать.

Кашни тĕл пулурах çине тăрса кĕрешрĕç пулас маçтăрсем, илемлĕ вăййипе куракансене пурне те савăнăç кỹчĕç.

Командăсенчи спортсменсем — арçын ачасем те, хĕр ачасем те чăн-чăн хастарлăхпа, ăсталăхпа палăрчĕç, халăх вăййине чунтан юратнине çирĕплетсе пачĕç. Вĕсенче лайăх техника, команда пĕрлĕхне кăтартни те питĕ паха пулчĕ.

Илемлĕ те анлă вăйă кăтартса Елчĕк, Патреккел, Курнавăш, Çĕнĕ Пăва, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа шкулĕсен ачисем призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.

«Сăран мечĕк» турнирĕнче уйрăмах палăрнă футболистсене палăртни те вырăнлă: Роман Цыганов, Вадим Уркин, Давид Портнов, Аделина Федорова, Арсений Кузьмин, Арсений Тихонов, Ярослав Евдокименко, Захар Светлов, Константин Андреев, Владимир Скворцов, Александр Пчелов, Матвей Романов тата ыттисем те. Вĕсене тата çĕнтерỹçĕ-командăсемпе призерсене кубоксемпе, медальсемпе тата диломсемпе чысларĕç.

Çакăн пек ăмăртусем çитĕнекен ăрăва спорта чун-чĕререн юратма, аталантарма, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма анчах мар, командăпа çыхăнса ĕçлеме, туслăха мала хурса ăмăртма та май параççĕ. Çакнашкал турнирсене хутшăнни çамрăк спортсменсен аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ утăм тума пулăшать, вĕсене ăмăрту опычĕ илме тата çĕнĕ талантсем уçма та май парать, шкулпа ял чысне çĕклесе пĕрле туслă пулма вĕрентет. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ, физкультура учителĕсемпе тренерсем ачасене вăйăсенче курма, хавхалантарма яланах хастар пуласса шанас килет.

Пĕтĕм йĕркелỹçĕсемпе спонсорсене — И.Егорова, П.Смирнова, А.Портнова, А.Уркина, А.Светлова, В.Цыганова, С.Краснова, А.Мудрецова, В.Евдокименкăна, П.Воронцова, А.Воронцова, тренерсемпе командăсене тата ăмăртусен судйисене ачасен футбол уявне ирттерме тата тăван тăрăхра çак халăх вăййине аталантарма пулăшнăшăн тав тăватпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code