Воскресенье, 22 июня, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парта хушшинче — фермерсем

Парта хушшинче — фермерсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Фермер шкулне» хута яни предпринимательсен активлăхне ỹстерме май пачĕ. Паян эпир фермер юхăмĕ ăнăçлă аталанса пынине, çĕнĕ йышши технологисене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пынине куратпăр. Ку тĕлĕшпе регион малтисен ретĕнче. «Фермер шкулне» хута янă пĕрремĕш кунранах кашни вĕренсе тухакана, кăмăлĕ пулсан, пур енлĕн пулăшасси Правительствăн тĕп тивĕçĕ пулнине палăртатпăр».

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «Фермер шкулĕ» кăçалхипе улттăмĕш хут ĕçлет.

Черетлĕ тапхăрта кунта 36 çын ăс пухать, çав шутра ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем тата вĕсен çемйисен членĕсем, пахча çимĕç туса илме, кайăк-кĕшĕк çитĕнтерме вĕренеççĕ. «Вĕсен аталану тĕллевĕсене республикăн 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче тата Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи АПК аталанăвĕн «Агропродвижение» стратегийĕнче палăртса хунă, — тенĕ Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов «Фермер шкулне» пухăннисене саламланă май. — Тĕллевсем пысăк: кайăк-кĕшĕк ашĕн производствине-2, çăмарта туса илессине 1,5 хут ỹстермелле. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тивĕçлĕ йышăнусем кăларнăран регионта патшалăх пулăшăвĕн 109 тĕсĕ вăйра тăрать, çĕннисем те вăя кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, пахча çимĕç туса илессипе «Перспектива» грант укçин виçи кăçалтан миллион тенкĕ мар, 10 миллион тенкĕ пулĕ».

Университет ректорĕ Андрей Макушев çак проект ĕçе кĕнĕренпе кăçал чи пысăк конкурс — кашни вырăншăн 3 çын ытла тупăшнине палăртнă.

— «Фермер шкулĕнче» отрасльти паха опытпа паллашма та май тăвăпăр, фермерсене вăл теори пĕлĕвĕ илме те, практикăра усă курма та кирлĕ. Вĕрентĕве регионăн хăйне евĕрлĕхне, республикăна продукци мĕн чухлĕ кирлине тĕпе хурса йĕркелĕпĕр, çавăнпа вĕренỹ паянхи пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăрать тата фермерсемшĕн те усăллă пулĕ, — тенĕ вăл.

Сăмах май, иртнĕ 5 çулта «Фермер шкулĕнчен» 200-е яхăн специалист вĕренсе тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code