Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерĕве çывхартаççĕ

Çĕнтерĕве çывхартаççĕ

Тыл пулăшăвĕ фронта пысăк вăй парать. СВО паттăрĕсене пулăшасси — пирĕн тĕп тивĕç. Кивĕ Арланкасси ялĕнче çапăçури салтаксене — çĕршыва сыхлакансене тĕрлĕ майпа пулăшас тесе тăрăшаççĕ. Ялта ỹссе çитĕнсе хулара пурăнакансем те, ял-йыш та кар тăрать. Ялти клуб заведующийĕ Эльвира Артемьева ертсе пынипе маскировка сеткисем çыхнипе пĕрлех апат-çимĕç, тумтир хатĕрлерĕ халăх. Яланах халăхпа пĕрле ертỹçĕ, кашни çынпа калаçса, килĕштерсе ĕçлеме пултарать.

2022 çултанпа СВОна Кивĕ Арланкассиче çуралса ỹснĕ 13 салтак хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче хĕрсем те пур. Александра Юрьевна Киргизова (ун пирки округ хаçатĕнче çырчĕç) хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче. Анастасия Владимировна Батанова медсестра госпитальте салтаксене сиплет. Каччăсене те ятран палăртса хăварас килет: Алексей тата Александр Станиславович Александровсем, Станислав Анатольевич Веников, Олег Алексеевич Данилов, Константин Родионович Евграфов, Александр Петрович Ефремов, Юрий Петрович Костин, Сергей Николаевич Марков, Эдуард Юрьевич тата Александр Олегович Мироновсем, Николай Анатольевич Жеребцов. Вĕсем кам маларах, кам хальхи вăхăтра çĕнтерĕве çывхартаççĕ.

Захар КУЛИ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code