Воскресенье, 22 июня, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерĕвĕн чапĕ çухалмĕ

Çĕнтерĕвĕн чапĕ çухалмĕ

Аслă Çĕнтерỹ уявне округра яланах чыслăн кĕтсе илсе ирттерсе яратпăр. Кăçал 80 çулхи юбилейлă çулталăк пулнăран уява уйрăмах тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Çĕнтерỹ кунне халалланă мероприятисене чылай маларах йĕркелеме пуçларĕç. Ертỹлĕх тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем патне çитсе вĕсене «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче» çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысларĕ, уяв открыткисем парса саламларĕ. Округ халăхĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи акцисене — «Вилĕмсĕр полк», «Астăвăм стени», «Çĕнтерỹ чỹречи», «Георги ленти», «Манăçми çулăм» тата ытти те — хастар хутшăнчĕ. Культура ĕçченĕсемпе шкул коллективĕсем субботниксем йĕркелесе палăксен таврашне тасатса йĕркене кĕртес енĕпе çулленех пысăк ĕçсем тунине, çавăн пекех тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене тимлĕх уйăрнине, вĕсемпе тата хĕрỹ вырăнсенче пулнă ветерансемпе тĕл пулусем йĕркеленине палăртмалла. Вулавăшсенче кĕнеке куравĕсем, тĕрлĕ конкурс-викторина йĕркеленчĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисен йышне Курнавăш ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă пĕр тăван Чермаковсен ячĕпе асăну хăмине уçнине палăртмалла. Иван Семеновичпа Екатерина Трофимовна 12 ачана пурнăç парнеленĕ, вĕсенчен 7-шĕ — Михаил, Зинон, Гермоген, Константин, Василий, Иван, Николай — фашистсене хирĕç çапăçнă. Шел пулин те, Михаил, Зинон, Гермоген вăрçă хирĕнче выртса юлнă.

Миллионшар çыннăн пурнăçне илсе кайнă хăрушă вăрçăра Аслă Çĕнтерỹ туни пирĕн çĕршыв халăхне 8 теçетке çул иртнĕ хыççăн та мăнаçлантарма пăрахмасть. Çакна вăл уява халалланă мĕн пур мероприятие мăнаçлăн хутшăннинчен лайăх курма-асăрхама пулать. Тĕп мероприятисем майăн 7-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Территори пайĕсенчи ялсенчи митингсене ветерансем, округ администрацийĕн представителĕсем, депутатсем, хуçалăхсен ертỹçисем, педагогсемпе вĕренекенсем, ял çыннисем хастар хутшăнчĕç. Митингсем майăн 8-мĕшĕнче те иртрĕç. Çак кунах каçхине Елчĕк ялĕнче «Асăну çурти» ятпа йăлана кĕнĕ митинг иртрĕ, тỹпене уяв салючĕ çĕкленчĕ. Уява йĕркелесе ирттерессишĕн Елчĕк шкулĕ яваплă пулчĕ. Вăрçă тапхăрне вĕренекенсем юрă-ташă, сăвă, миниатюрăсем урлă кашни çыннăн чунне кĕрсе вырнаçмалла, чĕрене витермелле сăнарласа пачĕç. Пĕр хускалми, нихăш саманта та сиктерми сăнарĕ халăх кашни хусканăва. Видеопроекторсем пулăшнипе кăçал вăрçăра пуç хунă паттăрсен сăнĕсене ачасен тумĕсем çинче курма пулни те тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Куççульленмесĕр тăраймăн кунта. Çакна округ пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура уйрăммăн палăртса хăварчĕ:

— Елчĕк шкулĕ «Асăну çурти» ятпа иртекен акцие çулсеренех пысăк хавхаланупа хутшăнса халăхра пысăк мăнаçлăх туйăмĕ çуратать, кашни çулах çĕнĕрен те çĕнĕ программăпа савăнтарать. Тĕрлĕ вăрçă çулĕсенчи хĕн-асапа тĕлĕнмелле ĕнентерỹллĕн çутатса пани, ачасем хăйсене шаннă рольсене чун-чĕререн выляни, çĕнĕ йышши технологисемпе усă курни халăха тĕлĕнтерме пăрахмасть.

Çавăн пекех уява йĕркелесе ирттерессине тỹпе хывнă мĕн пур тытăмри ĕçчене, ĕç коллективĕсене, техника парадне хутшăннă çынсене, ятарлă службăсене чун-чĕререн тав сăмахĕ каларĕ Леонард Васильевич, чылайăшнеТав хучĕсемпе чысларĕ.

Майăн 9-мĕшĕнче ирех ял варринче çарпа патриотла юрăсем янăрарĕç, куравсемпе мастер-классем ĕçлерĕç. Халăх ятарласа хатĕрленĕ сăн ỹкерттермелли вырăнсенчен пăрăнма пĕлмерĕ — уявпа çыхăннă пулăмсене асра хăварас кăмăлпа çунатланчĕ. Уйрăмах кăçалхи çĕнĕлĕх — 3000 ытла вăрçă тата тыл ветеранĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене пуçтарса легендарлă Т-34 танк евĕр хатĕрленĕ фотозона хăй патне туртрĕ. Кашниех хăйĕн тăван-пĕлĕшне тупма ăнтăлчĕ çак 3000 ытла çын хушшинче. Культурăпа вĕрентỹ организацийĕсем, Елчĕкри тĕп вулавăш тытăмĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ куравсенче вăрçă вăхăтĕнчи хатĕрсемпе, пулăмсемпе паллашма май килчĕ. СВО паттăрĕсен амăшĕсемпе тăванĕсене халалласа хатĕрленĕ «Эпир пĕрле» баннер умĕпе кашниех пуç тайса иртрĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе иртнĕ «Çĕнтерỹ моди» акци уява хăйне евĕрлĕх кĕртрĕ. Салтак тумĕ тăхăннă çынсем анчах мар, иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчи тумсемлĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем те Çĕнтерỹ кунне капăрлатрĕç. Хĕрарăмсен Елчĕкри уйрăмĕн канашĕ йĕркеленĕ «Мода Победы» ятпа хатĕрленĕ баннер умĕнчен те çын татăлмарĕ çак кун.

Тĕп мероприяти 10 сехетре пуçланчĕ. Уява пуçтарăннă халăх чи малтанах культура ĕçченĕсемпе вĕренекенсем хатĕрленĕ театрализациленĕ представленипе паллашрĕ. Артистсем фронтпа тылри паттăрлăха, амăшĕсен хуйхине, вăрçă ачисен терт-асапне, çĕнтерỹçĕ-салтак шăпине яр уççăн кăтартса пачĕç. Ỹкерчĕксем чĕрене хумхантарчĕç. Чечекленекен çĕршывра çуралнă ачасем хаваслă: вĕсен аллисенче — теттесем, çумĕнче юратнă ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ… Анчах та ылханлă вăрçă çĕр çинчи илеме хупăрлать, çемьесене салатать, çывăх çынсене пурнăçран уйăрать. Ăна пулах çамрăк ăру ачалăхсăр юлать, телейпе юратура çитĕнес вырăнне выçлăхпа касăлать. Мăшăрĕ вилнине хыпарлакан çырăва илнĕ хыççăн çĕре ỹпĕннĕ хуйхăпа тулнă хĕрарăмсем, çапăçу хирĕнчен таврăнайман салтаксем, выçлăхпа тата сивĕпе аптраса тылра ырми-канми тăрăшнисем, фашистсен тискерлĕхĕ, юнпа пĕвеннĕ аманнă салтаксем, вăрçа пула ачалăх курман ачасем… Мĕн пур çĕрте хаярлăх, çухату, ылхану. Хăрушă вăрçă сăнарĕ вăл. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ вара кашнинех шанчăк парать. Ăна халалланă вальс кăмăла çĕклерĕ.

Вĕренекенсен ушкăнĕ «Вилĕмсĕр полк» акципе килĕшỹллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен тата ятарлă çар операцине хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсен портречĕсене йăтса Тĕп лапам тăрăх иртнине сăнама уйрăмах хумхануллă пулчĕ.

Митинг Раççей Федерацийĕн Гимнĕ янранинчен пуçланчĕ. Сумлă вырăнта — Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умĕнче — тыл ĕçченĕсем пĕр ретĕн вырнаçса ларнă.

Уява пуçтарăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ.

— Аслă Çĕнтерỹ кунĕ — кашни ăрăва пĕрлештерекен уяв. Эпир çак кун мĕн тери хаклă пулнине, халăх мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе фронтра та, тылра та Аслă Çĕнтерĕве кунран-кун хĕн-асаппа çывхартнине асра тытатпăр. Çăмăлпа килмен Çĕнтерỹ. Çĕршыври пĕтĕм халăх — ватти-вĕтти — кар тăнăран анчах эпир хăрушă тăшмана çĕнтерме пултарнă. Паян эпир вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă, терт-нуша тỹснĕ мĕн пур паттăр умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Нацизм каллех пуç çĕклеме пуçлани хумхантарать. Раççей салтакĕ каллех фашизма хирĕç çапăçать — хальхинче Украина çĕрĕ çинче. Асаттемĕрсен тата мăн асаттемĕрсен паттăрлăхне асра тытса çĕршыва тăшманран пирĕн округ çамрăкĕсем те паттăррăн хỹтĕлеççĕ. Эпир вара, мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнакансем, вĕсене вăй çитнĕ таран малашне те пулăшар: фронтпа тыл пĕрлĕхре пулсан çĕнтерĕве часах çывхартăпăр. Пĕрле пулар!

Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов хутшăнчĕ. Кашнинех сывлăх, телей, мирлĕ тỹпе суннă май Юрий Алексеевич çапла палăртрĕ.

— Вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитрĕ. Пирĕн тĕп тĕллев — паттăр ăрăва асра тытасси, историре юнпа çырăннă пулăмсене урăхлатасран тата улăштарасран упраса хăварасси. Салтаксен паттăрлăхĕ, вĕсемпе мăнаçланасси пирĕн ачасен, мăнуксен, мăнуксен ачисен… чĕрисенче çаплах упрантăр! Халăх пĕрле пулсан пирĕн çĕршыв кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерĕ.

Сăмах май, пирĕн округра паянхи кун тĕлне 122 тыл ĕçченĕ, 5 салтак арăмĕ, 1165 вăрçă ачи пурăнаççĕ.

Пуçтарăннă халăха паянхи çитĕнекен ăру ячĕпе Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Мария Адюкова саламларĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата унтан таврăнсан, Афганистан, Чечен çĕрĕсем çинче тата ытти хĕрỹ вырăнта, ятарлă çар операцине хутшăнса пуçĕсене хунă, 2025 çулхи Аслă Çĕнтерỹ уявне кĕтсе илме пỹрмен паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç митинга пухăннисем. Ветеран-фронтовиксем текех çук пирĕн хушăра. Хĕрỹ точкăсенче чăн вăрçа курнисенчен афганецсемпе чеченецсем, СВО салтакĕсем. Вĕсем, вут-çулăм витĕр тухса вăрçă нушине хăйсем çинче туйнăскерсем, вăрçă тертне çакăнта тăракансенчен никамран лайăх ăнланаççĕ. Тĕрлĕ вĕри точкăра служба тивĕçне чыслăн пурнăçланă ветерансем сумлă ретре тăма тивĕç.

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене сума суса йышлă ушкăнпа округри предприятисемпе организацисен представителĕсем, тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă ветерансем палăксемпе обелисксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă Антон Демьянов аслă лейтенант ертсе пыракан парад уяв илемĕ пулчĕ. Тĕп лапам тăрăх Германире службăра пулнă Совет Çарĕсен ушкăнĕн ветеранĕсем (ертỹçи Н.Павлов), Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнисем (А.Головин), сывлăшпа десант çарĕсен ветеранĕсем (В.Соколов) иртрĕç. Ача сачĕсен воспитанникĕсен, кадетсен тата çамрăк армеецсен, техника парачĕ праçнике савăнăçпа илем, мăнаçлăх кỹчĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем, регионти предмет олимпиадисен, спорт ăмăртăвĕсен, ăслăлăх конкурсĕсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем, волонтерсем — мĕн пур пултаруллă вĕренекен стройпа мăнаçлăн утрĕ.

Тĕп площаде çар техники капăрлатрĕ. Малта — аэростат. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хуласене, промышленность районĕсене, тинĕс-çар базисене тата ытти объекта тăшман бомбардировщикĕсенчен хỹтĕлес тĕллевпе усă курнă. Квадроциклсем. Вĕсемпе паянхи кун ятарлă çар операцийĕнче анлăн усă кураççĕ. 300 çул каялла I Петĕр патша чертежĕсем тăрăх ăсталанă парусник макечĕ — вырăс флочĕн хăватлă техникисенчен пĕри. «Акула» ятпа палăрнă шыв айĕнче ишекен кимĕ макечĕ, 7,2 тонна таякан реактивлă Катюша установки, десантăн çар машини (БМД-1), икĕ пулеметран тăракан броньăланă çар автомобилĕ (БТР-70), УАЗ-469, УАЗ-3303, ГАЗ-63, ГАЗ-53, Урал-4320, ДТ-54 гусеницăллă трактор.

Мирлĕ тапхăрта талăкĕпе хỹтлĕх, çăлав ĕçĕсене пурнăçлакан васкавлă службăсен автомашинисем, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн, полици пайĕн, тĕп больницăн, газ участокĕн, подстанцин, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр автомашини… Парада хăйсем ăсталанă автомашинăсемпе хутшăнакансем çĕнĕ варкăш кĕртрĕç. Халăх уйрăмах интересленсе сăнарĕ çак техникăна. Олег Синицин (Аслă Таяпа), Александр Журавлев (Çĕнĕ Эйпеç), Владимир Ишмуратов (Елчĕк) тата ыттисем техникăна хăйне евĕрлĕ çĕнетес ĕçре пысăк маçтăрсем пулни палăрчĕ.

Пĕтĕмлетсе калас пулсан, питĕ пуян та курăмлă пулчĕ техника парачĕ. Водитель арçынсен хушшичи пĕртен-пĕр хĕрарăма тỹрех асăрхама пулчĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсемпе сусăрсен стационар уйрăмĕн ертỹçи Антонина Осипова уйрăмăн «Мобиллĕ бригада» ятпа палăртнă автомашинине тивĕçлĕн çỹретсе пычĕ.

Парада ватти те, вĕтти те туслăн хутшăнни çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине ырă витĕм кỹресси паллах. Сăмахран, Германи çĕрĕ çинче службăра тăнă 86 çулхи Геннадий Туманова (Çĕнĕ Эйпеç), ГСВГ ветеранĕсемпе пĕрле Тĕп лапам тăрăх çулне кура мар вашаватлăн утса пынине асăрханă май, чылайăшĕн чун-чĕри савăнăçпа тулчĕ. Хăйĕн УАЗ автомашинипе техника парадне чылай çул хутшăнакан тепĕр аслă ăру çынни — 85 çулхи Николай Осипов та (Кỹлпуç) теветкеллĕхĕпе уяв участникĕсене чăннипех те тĕлĕнтерет.

Уяв вăхăтĕнчех СВОна гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕ халăх. Волонтерсем СВОри ентешсем патĕнче час-часах пулăшупа пулаççĕ. Елчĕк халăхĕ вара салтаксене пулăшас ĕçе кар тăрса хутшăнни шанăç кỹрет.

Уяв мероприятине округри культура ĕçченĕсен «Астăватпăр, чыслатпăр, мухтанатпăр» концерт программи малалла тăсрĕ. Пултарулăх коллективĕсем чи лайăх номерсемпе паллаштарчĕç, патриотла юрă-кĕвĕ чĕресене тыткăнларĕ. Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем тыл ĕçченĕсене, уява хутшăннисене тутлă салтак пăттипе сăйларĕç.

Аслă Çĕнтерỹ уявĕн программине йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕсем те пуянлатрĕç. Митинг вăхăтĕнчех çăмăл атлетсем Николай Викторович Петрова асăнса йĕркеленĕ 2 çухрăмлă кросра вăй виçрĕç. 2009 çулта çуралнă тата унтан кĕçĕнрех хĕр ачасем хушшинче финиша Самира Сабитова (Лаш Таяпа шкулĕ) пĕрремĕш çитрĕ. Арçын ачасенчен малти тăватă вырăнта — Çирĕклĕ Шăхальсем, çĕнтерỹçи вара — Никита Жуков. Аслăрах ушкăнра Кушкăри Анастасия Тихоновăпа Аслă Елчĕкри Константин Капсулова çитекен пулмарĕ.

Тĕп уяв хыççăн стадион-площадкăра «Çĕнтерỹ» Кубокне çĕнсе илессишĕн футбол командисен финалĕ иртрĕ. Лаш Таяпасемпе Елчĕксен тĕл пулăвĕсем яланах çивĕчлĕхпе палăраççĕ. Хальхинче те çаплах. Ăнăçу вара Таяпасенче пулчĕ: 3:2. Дмитрий Ефимов, Алексей Воронин, Сергей Скворцов выляни уйрăмах килĕшнĕ халăха.

Пĕтĕмлетсе калас пулсан, Аслă Çĕнтерĕве халалланă уявпа халăх кăмăллă юлчĕ. Курса савăнмалли, тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ кунта.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code