Воскресенье, 22 июня, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афанасьевсем хỹтĕлĕç

Афанасьевсем хỹтĕлĕç

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă тăвасси округра тахçанах йăлана çирĕп кĕнĕ.

Елчĕкри культура керменĕнче йĕркеленĕ мероприятие пилĕк çемье хутшăннă: Сергейпе Надежда Чермаковсем (Исемпел), Евгенипе Ольга Афанасьевсем (Елчĕк), Сергейпе Татьяна Муллинсем (Кĕçĕн Таяпа), Петрпа Татьяна Мустаевсем (Çĕнĕ Эйпеç), Сергейпе Светлана Федоровсем (Кĕçĕн Шăхаль). Вĕсем хăйсене «Манăн çемье — манăн пуянлăх», «Манăн çемье Çĕнтерỹ историйĕнче», «Пултарулăх тĕшши», «Çемье — наци йăли-йĕркисен управçи» конкурсенче тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа унта Афанасьевсен туслă та йышлă çемйи çĕнтернĕ. Евгений Елчĕкри Перекет банкĕнче менеджер пулса ĕçлет, мăшăрĕ — Ольга декрет отпускĕнче, Александра хĕрне пăхать. Асли, Арсений, 8-мĕш, Варвара — 3-мĕш, Наталья 2-мĕш классенче вĕренеççĕ. Иван «Солнышко» ача садне çỹрет. Афанасьевсем округ чысне республикăра хỹтĕлĕç.

Конкурса хутшăннисене округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Елчĕк округĕн благочиннăйĕ Василий Иванов протоиерей тата ыттисем саламланă.

Сăн ỹкерчĕкре: Афанасьевсен туслă çемйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code