Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парнесемпе чысларĕç

Парнесемпе чысларĕç

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче Аслă Çĕнтерỹ уявне анлă паллă турĕç.

Палăк умĕнче йĕркеленĕ митингра пуçтарăннисем паттăрсене асăнса пуç тайрĕç, чечек кăшăлĕсем хучĕç, патриотла сăвă-юрăсем те уяв пĕлтерĕшне ỹстерчĕç. Унтах «Победа» ООО директорĕ Николай Головин 11 тыл хастарне парнесем парса чыс турĕ. «Энтепе» ООО ертỹçи, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Андрей Васильев вара 80 çултан пуçласа 95 çула çитнĕ 41 ĕç ветеранне килĕсенче пулса çав тивĕçе пурнăçланă.

Ватăсем ертỹçĕсене тав сăмахĕсем каласа пил пачĕç.

Зинаида ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code