Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕчĕккисен акатуйĕнче

Пĕчĕккисен акатуйĕнче

Ачана чăваш халăх культурипе паллаштарни кăмăл-сипет, патриотизм туйăмне пуянлатма, тăван кĕтесе юратма тата хисеплеме, тăван халăхпа мăнаçланма вĕрентет.

Çакна шута илсе Курнавăшри вăтам шкулта кунти ача садне çỹрекенсемпе «Акатуй» уявĕ ирттертĕмĕр. Ăна эпир çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленине халалларăмăр. Вăл чи лайăх йăласенчен, хаваслă вăйăсемпе ăмăртусенчен тăчĕ.

Шăпăрлансем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата шкул ĕçченĕсем пурте чăваш тумĕ тăхăнни те уяв илемĕ пулчĕ. Пĕчĕккисем хаваспах чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене ăша хыврĕç. Тăван халăхăмăрăн «Алран кайми аки-сухи» мухтав юррине шăрантарнă май юрă-ташă картине тăчĕç. «Çерем ватса вир акрăм» вăйă юрри, «Çĕрĕ памалла», «Çăпата ывăтмалла», «Минтерпе çапăçасси», «Вĕрен туртасси» вăйăсем ачасен кăмăлне уçрĕç. Хăйсем юратакан чăваш юррисене шăрантарни те, пĕрлехи ташă çаврăмне тухни те кăсăклă пулчĕ.

Шкул директорĕ Анфиса Ефимова ачасене Акатуй тетти — шăхлич парнелерĕ. Вĕсем вара янраттарса хăйсен кăмăлне пушшех ирĕке ячĕç…

Венера КУДРЯШОВА,
воспитатель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code