Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Университет хăмли çĕнтернĕ

Университет хăмли çĕнтернĕ

Наци органика конкурсĕнче Чăваш патшалăх аграри университечĕн чĕрĕ хăмли «Çĕнĕ органика продукчĕ» номинацире çĕнтернĕ.

«Çак çитĕнỹ эпир хăмла производствине самай пысăк тỹпе хывнине, Чăваш Ен отрасльте малти вырăна тухнине çирĕплетет, — тесе палăртнă республика пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграмм-каналĕнче. — Конкурса Раççейĕн Федераци Канашĕ Ял хуçалăх министерствипе тата Роспахалăхпа пĕрле «Органика» фонд пулăшнипе ирттернĕ, 63 регионтан 359 заявка йышăннă. Çакă Раççейре органика производствипе ытларах кăсăкланнине пĕлтерет. Эпир çĕршыври хăмлан 90 процентне пулăхлă чăваш çĕрĕнче туса илме пултарнипе мăнаçланатпăр. Чăваш патшалăх аграри университечĕ малти тĕпчевсен центрĕ шутланать. Кунта «Чăваш Ен — хăмла производствин центрĕ» компетенци центрĕ ĕçлет, «симĕс ылтăна» комплекслă тĕпчемелли лаборатори çĕршывра пĕрремĕш уçрăмăр. «Подвязный» хăмла сорчĕ экологин пысăк тасалăхĕ тата пахалăхĕ енĕпе палăрса тăрать. Çак çĕнтерỹ — тĕпчевçĕсен, аграрисен тата студентсен пĕрлехи кăтартăвĕ.Пирĕн экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ отрасле малашне те пулăшатпăр тата унăн потенциалне аталантаратпăр».

Конкурса органика продукцийĕ туса кăларакансене, ăна сутакансене хавхалантарас, унпа халăха лайăхрах паллаштарас, органика производствин лайăх практикине сарас тĕллевпе ирттернĕ. Тавар сутакансем çак продукцие çулсерен ытларах туянаççĕ, çакна отрасль аталанăвĕн кăтартăвĕ çирĕплетсе парать. Çак вăхăт тĕлне çĕршыври 50 ытла регионта органика продукцийĕ хатĕрленине шута илнĕ, вĕсене туса кăларма 600 ытла сертификат панă.

Çĕнтерỹçĕсене кăçалхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мускаври Тверь лапамĕнче чыслама палăртнă. Çав кун унта ял ĕçченĕсене халалланă форум иртет тата фермерсен ярмăркки ĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code