Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçу сунатпăр

Ăнăçу сунатпăр

Паян çĕршыври, çав шутра пирĕн округри шкулсенчи 11-мĕш класс пĕтерекенсем те, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытма пуçланă.

Тỹрех виçĕ предметпа — историпе, литературăпа, химипе тĕрĕсленĕ вĕсем хăйсен пĕлĕвĕсене. Ун хыççăн, майăн 27-мĕшĕнче, математика (никĕс тата профиль) предметне парăнтарма тивет. Малаллахи расписани çапларах: майăн 29-мĕшĕнче — физика, биологи, истори, хими, географи, информатика, майăн 30-мĕшĕнче — вырăс чĕлхи, июнĕн 2-мĕшĕнче — обществознани, физика, июнĕн 5-мĕшĕнче — биологи, географи, ют чĕлхесем, июнĕн 10 тата 11-мĕшĕсенче — ют чĕлхесем, информатика.

ППЭ Аслă Елчĕкри вăтам тата кỹршĕллĕ округсенчи шкулсенче иртет.

9-мĕш класс пĕтерекенсем вара патшалăхăн тĕп экзаменĕсене тытма маларах — майăн 21 тата 22-мĕшĕсенче пуçăннă: чăваш чĕлхипе, ют чĕлхесемпе. Черетлĕ тĕрĕслев биологи, информатика, обществознани, хими предмечĕсемпе майăн 26-мĕшĕнче иртет, майăн 29-мĕшĕнче — географи, истори, физика, хими, июнĕн 3-мĕшĕнче — математика, июнĕн 6-мĕшĕнче — географи, информатика, обществознани, июнĕн 9-мĕшĕнче — вырăс чĕлхи, июнĕн 16-мĕшĕнче — биологи, информатика, литература, физика предмечĕсемпе иртет. Экзаменсем 10 сехетре пуçланаççĕ. 9-мĕшсем пурне те Аслă Елчĕкри вăтам шкулта тытаççĕ. 11-мĕш классен аттестацийĕ июлĕн 4-мĕшĕччен, 9-мĕшсен июлĕн 2-мĕшĕччен пырĕ.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе 10 кун хушшинче харпăр хăй шкулĕнче, Патшалăхăн пĕрлехи порталĕнче, регионти информаци хатĕрлекен центрĕн сайтĕнче паллашма пулать.

Кăçалхи çĕнĕлĕхсен шутĕнче — ашшĕ-амăшĕ экзамена общество сăнавçисем пек хутшăнма пултарни.

Ăнăçу сунатпăр сире, аттестацие хутшăнакансем!

Людмила ЕФИМОВА,
округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code