ятпа округри тĕп вулавăшра çавра сĕтел иртрĕ.
Мероприяти йĕркелỹçи — Елчĕк муниципалитет округĕн архив пайĕ. Тĕп тĕллевĕ — фронтри тата тылри ентешсен паттăрла ĕçĕсен историллĕ аса илĕвĕсене упраса хăварасси, вĕсен никĕсĕ çинче çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси. Унта культура ĕçченĕсем, Елчĕк тата Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх истори архивĕн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Галина Ертмакова хăй ертсе пыракан учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, иртнĕ вăрçă темипе çыхăннă материалсене пухасси тата упрасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем çинчен Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул учителĕ Галина Каринкина, 7-мĕш, 10-мĕш кадет класĕсенче пĕлỹ илекенсем Совет Союзĕн Геройĕсен — С.А.Андреевăн, А.Ф.Беляевăн, Н.П.Ивановăн, Раççей Геройĕн Н.А.Петровăн биографийĕсем çинчен каласа пачĕç.
Хаяр вăрçă çулĕсенче ял хуçалăхне тытса тăракансем, тĕпрен илсен, хĕрарăмсемпе ачасем пулнă. Тĕнчен черченкĕ пайĕ «хурçă ут» штурвалĕ умне ларса ака-суха та тунă. Трактористкăсен харсăрлăхĕ пирки культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн тĕп эксперт специалисчĕ Галина Иванова каласа панинчен нумай пĕлтĕмĕр.
Çавра сĕтел хушшинче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти Алексей Смирнов вĕрентекен, тĕп библиотекăн ача-пăча пайĕн заведующийĕ Лариса Кудряшова та пĕлтерĕшлĕ темăсем хускатрĕç. Чăваш Ен истори архивĕн директорĕн çумĕ Валентина Харитонова вăрçă çулĕсенчи çырусенчен хатĕрленĕ «Вĕсене хумханса вуланă, пăхмасăр каланă» фильмпа паллаштарчĕ.
Мероприятие округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Тĕп хула представителĕсем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.
Зоя ПЕЧКОВА,
архивăн тĕп эксперт специалисчĕ.

