«Çемье пуянлăхĕ тата культура инфратытăмĕ» регион проектне пурнăçа кĕртме 2025 çула 151,4 миллион тенкĕ уйăрнă.
Кăçал проектпа килĕшỹллĕн 5 тĕп мероприяти иртĕ. Уйрăммăн илсен, Пăрачкав, Вăрмар, Канаш, Элĕк округĕсенче культура объекчĕсене тĕплĕн юсĕç.
Тепĕр çул-йĕр — муниципалитетсенче тĕслĕхлĕ вулавăшсем тăвасси. Пурĕ — 12. Тăваттăшне федераци бюджечĕн укçипе çĕклĕç, ыттине — республика бюджечĕн нухрачĕпе. Пĕтĕмпе 105 млн тенкĕ тăкаклĕç.

