Паян паллă партипе совет ĕçченĕ Зинон Павлович Пчелов (30.05.1925-03.02.1974) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Зинон Пчелов Патреккел ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Хĕсметрен 1948 çулта таврăннă. 1952 çулта Хусанти финанспа экономика институтне пĕтернĕ. Вăл СССР Финанс министерствин Елчĕк районĕнчи контролер-ревизорĕнче (1952-1954), финанс пайĕн заведующийĕнче (1955-1962), Елчĕк райĕçтăвком председателĕнче (7.12.1962, 1965-1968), Патăрьел райĕçтăвкомĕн финанс пайĕн пуçлăхĕнче (1962-1965) тăрăшнă. 1968-1974 çулсенче — КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн 7-мĕш тата 8-мĕш созыври депутачĕ.
Зинон Павловича Октябрьти революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсемпе, медальсемпе наградăланă. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ.

