
Çĕнĕ Шупашкар. «Химпром» производство пĕрлешĕвне йĕркеленĕренпе 65 çул çитнĕ ятпа чăваш наци «Кĕрешĕвĕ» енĕпе республикăн уçă турнирне ирттернĕ.
2011-2012 çулсенче çуралнă ачасен хушшинчи тупăшура Сергей Александров тренер-преподавателĕн вĕренекенĕ Тимофей Антонов ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Наградăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев панă. Артур Тимагин (2-мĕш вырăн), Давид Сметанинпа Антон Антонов та (3-мĕш вырăн) тренера лайăх кăтартусемпе савăнтарнă.
Шупашкар. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт залĕнче Аслă Çĕнтерỹ юбилейне халалласа тата пирĕн ентеше, Паттăрлăх орденĕн кавалерне Алексей Горбунова асăнса алă вĕççĕн çапăçассипе черетлĕ уçă турнир йĕркеленĕ.
Ятарлă вăтам тата аслă шкулсен студенчĕсем ăсталăха 9 виçе категорийĕнче кăтартнă. Хăйĕншĕн çĕнĕ спорт тĕсĕнче Денис Иванов та (вăл та С.Александров вĕренекенĕ) аптăраман: 75 килограмм таякан спортсменсен ушкăнĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.
Теччĕ. Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕн çăмăл атлечĕсем кăçал чылай ăмăртура палăрма ĕлкĕрчĕç.
Чăваш Енри икĕ округран, Тутарстанри 5 хулапа районтан 140 ытла чупуçă хутшăннă кроса. Артем Перепелкинпа Никита Жуков хăйсен ỹсĕмĕсенче 800 метра çĕнтерỹпе вĕçленĕ. Олег Осипов физкультура учителĕн тепĕр икĕ вĕренекенĕ — Ульяна Васильевăпа София Жукова ултă вăйлă атлет йышне кĕнĕ.
Елчĕк. «Шевле» ача садне çỹрекен 22 шăпăрлан ГТО нормативĕсене пурнăçланă.
Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенсем вулама-çырма пĕлнине çеç мар, тестсене çăмăллăн парăнтарма пултарнине те çирĕплетнĕ. Пĕр вырăнта тăршшĕне сикесси, кĕске дистанцие чупасси, мечĕке тĕл ывăтасси уйрăмах килĕшнĕ вĕсене.
«Солнышко» (Елчĕк), «Илемпи» (Çĕнĕ Пăва шкулĕ) ача сачĕсене çỹрекенсем те ГТО хастарĕсем пулса тăнă.

