Елчĕкри культура керменĕнче Регионсем хушшинчи «Чĕвĕл чĕкеçсем» фольклор фестивалĕнче чăваш халăх юррисене юратакансем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Фольклор уявне пĕтĕмпе те ултă коллектив кăна хутшăннă пулсан та, вĕсем чăваш халăхĕн юрри-ташшине, тумĕпе капăрлăхне туллин кăтартма пултарнă. Жюри хаклавĕпе 1-мĕш вырăна округ центрĕнчи çамрăксен «Тарават» фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Кирилл Петров) тата Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх ансамблĕ (Альбина Емельянова) йышăннă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.