Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çулсене юсама пуçланă

Çулсене юсама пуçланă

Республикăри çул-йĕре йĕркене кĕртес ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрĕслесе тăрать.

«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 17 лаптăкра регион шайĕнчи çулсене юсама, çĕнетме пуçланă. Çавăн пекех çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи Шупашкар-Сăр автомобиль çулĕ çинчи 5300 км — 9000 км юсама пикеннĕ.

«СтройКом» тулли мар яваплăхлă обществăпа килĕшỹ тунă. Вăл 3,7 çухрăм тăршшĕ çула юсаса çĕнетнĕ. Çак лаптăкра çакăн пек ĕçсем тума палăртнă: асфальт сийне фрезăлĕç, асфальтпа бетон сийне танлаштарĕç, çул хĕррисене (обочинăсене) 1 метр таранччен çирĕплетĕç. Çитес вăхăтра подряд организацийĕ асфальтпа бетон сийне фрезăлама пуçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code