Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕкре тăвакан строительство объекчĕсене çитсе курнă.
Малтанах вăл «Крахмалпром» сахал яваплă обществăра пулнă. Кунта часах 800 тăваткал метр лаптăкра çĕр улми курăсне тата белокне типĕтекен объект хута каять — 60 процентне вĕçленĕ те ĕнтĕ. Инвестици проекчĕн сумми 2 миллион тенкĕпе танлашать. Предприяти ертỹçи Александр Кудряшов çĕнĕлĕхпе паллаштарнă май хăйĕн мал курăмлăхне пытарман.
Валентина Сардаева уйрăм пайтаçă мăшăрĕпе Вячеславпа çĕклекен лавккара автомашинăсен запас пайĕсене туянма май пулĕ, унтах сервиз ĕçне те йĕркелеме палăртаççĕ. Алексей Максимов вара чечек лавкки хăпартма пуçăннă.
Леонард Васильевич уйрăм предпринимательсене вĕсен професси уявĕ ячĕпе саламланă, округ аталанăвĕшĕн ĕçлессинче ăнăçу суннă.

