«Победа» сахал яваплă общество выльăх апачĕ хатĕрлессине кашни çулах пысăк тимлĕх уйăрать.
Кăçал та хуçалăх нумай çул ỹсекен курăксене округра чи малтан — майăн 31-мĕшĕнче çулма пуçăннă. Лаптăкĕ те пĕчĕк мар: 400 гектар.
— Сенаж пахалăхĕ ытти çулхи пекех лайăх пуласса шанатпăр, — тет Николай Головин директор, — мĕншĕн тесен курăка папки çурăлма тытăнсанах — шăпах вăхăтлă тухрăмăр çулма. Халь унта протеин, сахăр, тутлăхлă ытти япала та кирлĕ таран сыхланса юлма тивĕçлĕ.
Тăватă кун хушшинче управа 3000 тонна сенаж хывма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ĕçлекенсен йышĕ пысăк, кашниех хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Опыт та çителĕклĕ — вĕсем ку яваплă ĕçре пĕрремĕш çул мар. Леонид Сусметов, Владимир Козлов, Анатолий Сорокин механизаторсем, Дмитрий Диомидовпа Олег Елисеев комбайнерсем, Раиль Самигуллин, Николай Герасимов, Владимир Изратов, Николай Палашкин, Сергей Елисеев водительсемпе трактористсем выльăхсем валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлессине татса параççĕ те.

