Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Опекăна тата усрава илнĕшĕн

Опекăна тата усрава илнĕшĕн

Чăваш Енре ачана опекăна е усрава илнĕ ашшĕ-амăшне тата патронат воспитателĕсене уйăхсерен памалли укçа виçине çирĕплетнĕ.

Ача 2 çула çитиччен — 7595 тенкĕ, 2-6 çулсенчисемшĕн — 7901, 7-18 çулсенчисемшĕн 8677 тенкĕ тỹлеççĕ.

Сусăр ача пăхнăшăн 2 çула çитиччен — 8356 тенкĕ, 2-6 çулсенчисемшĕн — 8691, 7-18 çулсенчисемшĕн 9545 тенкĕ илеççĕ.

Ачана усрава илнĕшĕн пĕр хут паракан тỹлев 300 пин (сывă ачашăн) тата 375 пин (сусăр ачашăн) тенкĕпе танлашать. Ăна Чăваш Енре пурăнакансене ачана усрава илнĕ хыççăн тепĕр 3 çултан кăна тỹлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code