Патреккелти вулавăшра «Вулавăш — пĕлỹ тĕнчи» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Пуриншĕн те паллă — кĕнеке çыннăн пĕлĕвне ỹстерет, кăмăл-сипетне пуянлатать. Мероприяти вăхăтĕнче библиотека ертỹçи Татьяна Крылова вулакансен хушшинче тĕрлĕ конкурс йĕркелерĕ. Конкурсантсем кĕнеке хăйсен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни, пĕрремĕш хут мĕн ятлă кĕнеке вулани, кĕнекепе мĕнле паллашни тата тĕрлĕрен интереслĕ те кăткăс пулăмсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Çакăнтах пурнăçра тĕл пулакан кăткăс ыйтусене сỹтсе яврĕç.
Мероприятине пуçтарăннисем пĕрле юрăсем юрларĕç, вăхăт усăллă иртнипе чĕререн савăнчĕç.
Тамара ЗАХАРОВА.

