Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:
«Эпир тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă лару-тăрăва ырă енне улăштартăмăр. Маларах ку енĕпе лару-тăру кăткăсрахчĕ. 2020 çулччен хваттер илес тĕллевпе черете тăнă тăлăх ачасен списокĕ самай вăрăмччĕ. Планпа палăртса тунă йышăнусем лару-тăрăва улăштарчĕç. Тепĕр икĕ çултан эпир ку енĕпе черете тĕппипех пĕтеретпĕр тесе шутлатăп».
Республикăра паян тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă 2200 ытла ача. Юлашки пилĕк çулта çак кăтарту 14 процент пĕчĕкленнине палăртма кăмăллă. Пĕчĕк ачасен «Малютка» çуртĕнчи йыш та халь самай пĕчĕкрех. Пĕлтĕр çĕнĕрен тупса палăртнă тăлăхсен шучĕ те чакнă. Тăлăх 268 ачана тата социаллă 153 тăлăха шута илнĕ. Юлашкисем — ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен ăшшисĕр юлнисем. Тăлăхсен пысăк пайĕ, 94 проценчĕ, çемьесенче çитĕнет.
Тăлăх ачасене тĕрев парасси, уйрăмах çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине Чăваш Ен Правительстви пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе пирĕн округра та ыйтăва тивĕçлĕ татса параççĕ.
Çак кунсенче Елчĕк ялĕнче черетлĕ хваттерĕн уççине Александра тивĕçрĕ. Çак ятпа хĕре Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый (сăн ỹкерчĕкре) саламланă.
— Çĕнĕ хваттерте телей те ăшăлăх, юрату хуçалантăр, кунта пурăнакансен сывлăхĕ çирĕп пултăр, — палăртнă вăл.
Салам сăмахĕсен çумне Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алевтина Львова, Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи Денис Остряков хутшăннă.
Хваттер юсавлă. Уйрăм газ хуранĕ, плита, счетчик, сантехника… пур, пурăнма условисем çителĕклĕ.

