Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калавсемпе юмахсем

Калавсемпе юмахсем

Икĕ пĕрчĕ

Юмах

Сарă тулă хăй ылтăн пĕрчи пек хаклине тахçанах пĕлет.

— Мана акиччен çĕре сухаламалла, сỹрелемелле, кĕр çитсен пуçтармалла, — тет. — Кайран анана тислĕк хумалла. — Эсĕ, шурă тулă, манашкал мар, ытла шуранка, çынсем сана ỹстерес тесе ытлашши вăй хумаççĕ пуль. Тĕшшỹ тутă тытать-и хăть?

— Э, сарă тулă пĕрчи. Мана туса илесси çăмăл тетĕн-и? Акнă хыççăн эпĕ тем тĕрлĕ нуша куратăп, çилĕ вĕçтерет, хĕвелĕ çунтарать, тусанĕ пусарать, шывĕ путарать… Мана алă вĕççĕн пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнине курасчĕ санăн. Кăнтăртан çурçĕре, хĕвел тухăçĕнчен хĕвел анăçне е аякри çĕршывсене çитиччен эпĕ ылтăн пĕрчине çаврăнатăп. Тусăм, лавккасенче шурă тулă мĕн хак тăнине пăхса ил-ха…

Тỹле!

Шỹт

— Карачăм, мĕн тесе кĕрĕк арки йăваласа ларатăн эсĕ?

— Ахаль лариччен.

— Ара, ман çурăма сăтăркаласа чĕпĕткелесен усси ытларах пулĕччĕ те…

— Э! Апла тетĕн. Мăшăрăм, сан каçанна кантарни ĕç туни пулать, уншăн мана тỹлемелле!

Пысăк телей

Шỹт

— Митюк, итле-ха, мĕншĕн пĕр чарăнми шỹрпене пăтратса ларатăн эс?

— Телей кайăкне шыратăп.

— Чим, хиртен мулкач çакса таврăнтăн та: «Арăм, кур-ха, телей кайăкне тытса килтĕм эпĕ», — терĕн.

— Çапла. Халь вара сан валли те пултăр, — тетĕп. — Атту ялан: «Ма сана çап-çамрăклах качча тухрăм-ши? Васкамалла марччĕ, тупăнатчĕ пĕр-пĕр пуян каччă, пĕр телей те пулмарĕ», — тесе халтан яратăн. Акă — какай татки. Тыт. Мĕн пысăкăш вăл.

Ай, тутлă-çке

Калав

— Асанне, сан пата пан улмисем хăйсемех кусса пыраççĕ, — тĕлĕнет кĕçĕн мăнукĕ. — Ман пата пĕри те килмест. Йывăç çинчен татса илесчĕ — алă çитмест.

— Э, ачам, эпĕ сакăр теçеткепе пыратăп ĕнтĕ. Хам ĕмĕрте мĕн кăна тумарăм-ши? Тырă акрăм, выртăм, пуçтартăм, çурт лартрăм, ача-пăча ỹстертĕм, хĕрсене качча патăм, ывăлсене авлантартăм. Ку йывăçсене сакăр çул каялла лартса ỹстернĕччĕ. Халь, кур, çимĕç параççĕ.

— Ай, тутлă-çке пан улмийĕсем, — хавасланчĕ Çеруш.

— Мăнукăм, улмуççисем — çын пекех. Вĕсене юратса пăхмалла. Лартнă-лартманах кашнинпе ачашшăн калаçаттăм, кĕркунне айĕсене тислĕк хунă, çулла шăварнă, çулçисене хурт ересрен сыхланă. Ватăлтăм ĕнтĕ. Эсĕ вара каярахпа сад пахчине çĕнĕ улмуççисем лартăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code