Понедельник, 14 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хальхи вăрçă та нацизма хирĕç

Хальхи вăрçă та нацизма хирĕç

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнчи тỹлек те лăпкă каç. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем тăван шкулпа сывпуллашма ăсату каçне пуçтарăннă. Юратнă вĕрентекенĕсем ĕнерхи шкул ачисене аттестатсем алăран тыттарнă май ăшă сăмахсемпе саламланă, малалла вĕренме, ĕçре тăрăшуллă пулма суннă. Кăмăлĕсем пурин те савăк, малашнехи ĕмĕчĕсем пысăк пулнă. Концерт хыççăн ташă пуçланнă. Каччăсем вăтаннă пулсан та пĕрле вĕреннĕ хĕрсене ташша чĕннĕ, вĕсемпе шỹтлесе калаçнă, савăннă.

Ăсату каçĕ хыççăн манăн пулас атте — Алексей Кондратьевич Кондратьев — 17 çул тултарнă Кипеç каччи, сывлăм ỹкнĕ йĕпе курăк тăрăх килне таврăннă. Çав вăхăтра нимĕç истребителĕсем Брест крепоçĕн гарнизонне штурмлани, ун çине бомбăсем тăкнине шутлама та пултарайман вăл. Гитлер çарĕ пирĕн çĕршыв çине систермесĕр сĕмсĕррĕн тапăннă. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланса кайнă. Ăсату каçĕнчен таврăннă хыççăн канлĕн çывăрса анчах кайнă аттене асаннепе тăван мар асатте:

— Олеш, тăратăн пуль, вăрçă пуçланнă теççĕ, — тесе вăратаççĕ. Кỹршĕри Тăрăм ялĕнчи юпа çине радио çакнă. Пĕтĕм çын унта чупнă. Çак юпа çывăхĕнчен çын татăлман, вĕсем пурте хăлхисене тăратса хыпарсене итленĕ.

Атте васкаса пит-куçне çуса уçăлтарнă та кỹршĕ яла тухса чупнă. Çак усал хыпара ĕнерхи ăсату каçĕнчи ытти юлташĕсем те пĕлнĕ. Пĕрле калаçса татăлса фронта кайма шут тытнă ĕнерхи шкул ачисем районти çар комиссариатне çул тытнă. Кунта вĕсене 18 çул тултариччен тăхтама сĕннĕ.

Атте вăхăтне сая яман, Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Пĕр вăхăтри ачасем — Хăвăлçырмари Олимпий Сазонов, Кивĕ Эйпеçри Алексей Порфирьев, Вырăскассинчи Иван Чернов, Патăрьел районĕн каччи Александр Уськин — пĕрле вĕренеççĕ, çын патĕнче хваттерте пурăнаççĕ. Çĕрĕпе çывăрмасăр вĕренеççĕ, кĕнекере вуласа астуса юлнине пĕр-пĕрне каласа параççĕ. Аттене училищĕре вĕреннĕ чухне комсомол организацийĕн секретарьне суйланă.

Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн 18 çул тултарнă яшсем фронта тухса кайнă. Атте чи малтанах Владимир хулинче танкистсене хатĕрлекен училищĕрен вĕренсе тухать, ăна кĕçĕн лейтенант званине параççĕ. Ун хыççăн 235-мĕш стрелковăй дивизин 4-мĕш стрелковăй бригадинче, 62-мĕш стрелковăй дивизин 123-мĕш стрелковăй полкĕнче взвод командирĕ пулса тăшмана хирĕç çапăçать.

1944 çулхи утă уйăхĕнче тул çутăлнă вăхăтра салтаксем сасăсемпе вăранса кайнă, хăйсене нимĕçсем çавăрса илнине çийĕнчех ăнланса илнĕ. Нимĕçсем: «Хенде хох», — тесе салтаксене кузовне брезентпа карнă машинăсем çине лартнă та пĕлмен çулпа илсе кайса пĕлмен хулари завод цехне ĕçлеме хăваласа кĕртнĕ. Тыткăнри салтаксем хăйсене кунтан хăтаричченех хăш хулара ĕçленине те пĕлмен.

1944 çулта Совет Çарĕ паттăрла çапăçса Хĕвеланăçĕнчи Польша çĕршывне, Варшава хулине, «Освенцим» лагерĕнчи узниксене, Венгрири Будапешт хулине, Болгарири София, Пловдив, Плевен, Белоруссинчи Минск хулисенчи тустарса çунтарнă ялсене фашистсен пусмăрĕнчен хăтарнă. Нумай-нумай совет салтакне, вăл шутра манăн аттене те, тыткăнран ирĕке кăларнă хыççăн вĕсем малалла фашистсене хирĕç çапăçнă. Атте политрук пулса çамрăк салтаксене те вĕрентнĕ.

Совет Союзĕ Берлина çитсе Рейхстаг çурчĕ çине Çĕнтерỹ ялавне çакнă хыççăн атте тăван яла Çĕнтерỹпе таврăннă.

Совет салтакĕсемпе командирĕсем ишĕлчĕк хуласемпе çунтара-çунтара янă ялсене курса тĕлĕннĕ.

…80 çула яхăн мирлĕ пурнăçпа пурăнтăмăр. Çапах та фашизм татах пуçне çĕклесшĕн. Чăвашсем те вырăс çарĕн йышĕнче ятарлă çар операцийĕнче нацизма хирĕç çапăçаççĕ. Пирĕн тăвансенчен 1985 çулта çуралнă Николай Петрович Гаврилов ятарлă çар операцине Мускав облаçĕнчи Нарофоминск хулинчен, 1994 çулта çуралнă Вавил Сергеевич Колсанов Мускав хулинчен кайрĕç. Эпир, тăванĕсем, вĕсене çĕнтерỹпе таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Вăрçă вучĕ яланлăхах сỹнтĕрччĕ.

Е.КОНДРАТЬЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code