Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăш пиллĕ, тимлĕ

Ăш пиллĕ, тимлĕ

Елчĕкри тĕп больницăра нумай çул тата пациентсене чун-чĕре ăшшине парса ĕçлекенсем чылаййăн.

Мария Патшина (Синина) Шупашкарти медицина училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтерсен Республикăри офтальмологи больницин ача-пăча уйрăмĕн медсестринче ĕçлеме пуçланă. Ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Çак таранччен тĕрлĕ курсра пулса та ăсталăха туптанă.

Мария Алексеевна 1990 çултанпа — Елчĕкри тĕп больница тухтăрĕ: ултă çул терапевтра тăрăшнă, ун хыççăн — функциллĕ диагностика врачĕ.

Тăрнашур поселокĕн (округ картти çинче тахçанах çук ĕнтĕ) хĕрĕ хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать, пациентсем ăна ăшпиллĕ, тимлĕ пулнăран хисеплеççĕ. Тăрăшулăхне кура сумĕ те ĕнтĕ: 2017 çулта Мария Патшинăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă, кăçал — «Раççей хисеплĕ донорĕ».

Мария Алексеевнăн мăшăрĕ Николай Николаевич та хăйĕн пурнăçне сывлăх сыхлавне халалланă. Вăл — хирург. Вĕсем ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Екатерина, вĕсен çулне суйласа илнĕскер, хальхи вăхăтра Мускаври Федераци генетикин центрĕнче генетик тухтăрта тăрăшать.

Антонина АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code