Четверг, 17 июля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ака хыççăн çĕр ĕçченĕ Акатуйра савăнать

Ака хыççăн çĕр ĕçченĕ Акатуйра савăнать

«Иксĕлми çĕр-аннемĕрĕн ырлăхĕ»

Елчĕк округĕ кăçал Акатуй уявĕнче 67-мĕш хут савăнчĕ. 2025 çулхи уява Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкне халалларĕç. Акатуй «Иксĕлми çĕр-аннемĕр ырлăхĕ» ятпа йĕркеленчĕ.
Уяв кунĕ ирех витререн тăкнă евĕр çумăр çуни малтанлăха çак кун уява ирттерес шанчăка та сирнĕччĕ. Çапах та 9 сехет тĕлне çанталăк уçăлма, пĕлĕтсем сирĕлме пуçларĕç. Уяв пуçламăшĕ тĕлне вара уяртса ярса каçченех хĕвеллĕ те савăк çанталăк тăчĕ, халăх чĕререн савăнма пултарчĕ. Тен, çанталăк çапла майпа хăй вăйлă та аслă пулнине, тыр-пул тухăçлă çитĕнесси те, çĕр çинчи пурнăç малалла тăсăласси те хăйĕнчен килнине кăтартасшăн пулчĕ.

— Елчĕкре кĕрлет уяв!
Савăнать тăван-вĕрле!
Симĕслетрĕмĕр уя!
Çĕрпе пĕлĕт халь пĕрле!
— савăккăн илтĕнчĕ ертсе пыраканăн сасси.

Елчĕк çийĕн «Я и есть Чувашия» юрă янăранă май сцена умне ташă ушкăнĕ тухрĕ. Унтан Аслă Пỹлĕхçĕ курăнчĕ. Ун тавра тăпрана, шыва, ỹсен-тăрана, хĕвеле тата этеме сăнарлакан тĕрлĕ лента тытнă ачасем çаврăнаççĕ. Пурнăçа пултаракан шурсухалăн сасси мăнаçлăн янăрать: «Чарăнăр, усал çилсем, алхасма, çĕр çинче пурнăç хуçалантăр. Пурнăç пултăр тесен хĕвел, шыв, тăпра, ỹсен-тăран… кирлĕ. Çак пуянлăхпа усă курма тата ăна упрама этем пуç пулса тăтăр!» Кĕçех Çĕр Аннемĕр тухать сцена çине. Унра — пурнăç, вăл тыр-пул ỹстерет. Халăх мĕн ăшă кунсем пуçлансанах ака ĕçĕсене пуçăнать, тыр-пула тивĕçлĕ лартса хăварса Пỹлĕхçĕ аллине парать. Ĕç çыннисем — тыр-пул ỹстерекенсем, çăкăр, сĕт-çу, аш-какай, пахча çимĕç туса илекенсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем… Çурхи ĕçсем вĕçленсен вĕсем Акатуй уявне йĕркелеççĕ. Çапла майпа культура ĕçченĕсемпе вĕренекенсем юрри-ташши урлă пурнăç пуçланса кайнине, этем пулса тăнине, вăл çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурнăçа малалла тăсса пынине сăнарласа пама пултарчĕç. Хĕрарăмсемпе арçынсем вăйă картине тăрса çаврăнни илем кỹчĕ. Культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ вара Елчĕк округĕн гимнне мăнаçлăн янраттарни ăшă та савăк туйăм çуратрĕ.

«Алран кайми аки-сухи» юрăпа Акатуй ялавне çĕкленĕ хыççăн уяв уçăлнине пĕлтерчĕç. Ялава çĕклеме кăçалхи ака чемпионне — «Прогресс» АХО механизаторне Дмитрий Маркова, культурăн чи лайăх ĕçченне — Патреккел ялĕнчи культура çурчĕн директорне Альбина Тепловăна, чи лайăх спортсмена — наци кĕрешĕвĕ енĕпе чылай хут çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ Евгений Абрамова шанчĕç.

Уява хутшăннă сумлă хăнасем сцена умĕнчи саксем çинчи малти ретсене вырнаçнă. Вĕсене чăвашăн авалхи йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа тата сăрапа сăйларĕç. Хисеплĕ те сумлă хăнасен йышĕнче — Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Сергей Семенов, Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн членĕ Николай Курчаткин, ентешĕмĕр — Алексей Сайкин генерал-лейтенант, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата ыттисем те.

Ертсе пыракан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Елчĕк халăхне Акатуй ячĕпе саламласа янă çырăвĕпе паллаштарнă хыççăн уяв уçăлнине пĕлтерсе чи малтанах сцена çине Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тухрĕ.

— Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ, килнĕ хăнасем! Сире пурне те паянхи уявпа саламлатăп. Савăнма сăлтавĕ те пысăк — мĕн авалтан пыракан ырă йăлапа çурхи ĕçсем вĕçленсен халăх Акатуй уявне пуçтарăнать. Чи малтанах округри агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсене çур акине ăнăçлă, кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа вĕçленĕ, ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланă ятпа чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Республикăри округсенчен чи пысăк лаптăк çинче (18 пин те 343 гектар) тĕш тырă акса хăвартăмăр. Çĕр улмине 347 гектар, техникăллă культурăсене 1578 гектар, пахча çимĕçе 110 гектар çинче лартрăмăр. Тыр-пул тухăçлă çитĕнтĕр, ĕçсем ăнса пыччăр.

Акатуй — тăванлăхпа туслăха çирĕплетекен наци уявĕ. Яланах пĕрлĕхре те туслăхра пурăнар, — палăртрĕ Леонард Васильевич.

Ĕçре харсăррисене чыс-сум

Уяв саламĕсем çумне хăнасем те хутшăнчĕç, ĕç çыннисене тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен наградисемпе чысларĕç. Алевтина Федорова чи малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламне вуласа пачĕ. Ертỹçĕ аллинчен «Прогресс» АХОри ферма заведующийĕ Алина Данилова тата «Яманчурино» ОООн тĕп бухгалтерĕ Наталья Тунгулова, Елчĕк округĕнчи клиент службин тĕп специалист-эксперчĕ Елена Львова ЧР Пуçлăхĕн Тавне тивĕçрĕç. Кавал ялĕнчи вулавăш ертỹçи Лидия Капламова Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хутне илчĕ.

Инна Волкова «Победа» ООО трактористне Владимир Козлова, «Прогресс» АХО водительне Алексей Колсанова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕ. «Победа» ОООри рабочи Владимир Сергеев ЧР Ял хуçалăх министерствин Тавне, «Прогресс» АХО тракторисчĕ Александр Антонов, «АСК-Яльчики» ОООри рабочи Альбина Максимова, «Клевер» ОООри тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан Юрий Веков, «Яманчурино» ОООри тракторист-машинист Алексей Сорокин, «Рассвет» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор Георгий Старостин, «Комбайн» ЯХПКри бригадир Владислав Степанов, Ленин ячĕллĕ хуçалăхри механизатор Сергей Шепинов ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕç. Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн Тавне Денис Александров (хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи, уйрăм пайтаçă), Виталий Волков («Яманчурино» ОООри склад заведующийĕ), Надежда Головина (Б.П.Головин Х(Ф)Х хуçалăхĕн бухгалтерĕ), Марина Енейкина («Сатурн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор), Марина Зайцева («АСК-Яльчики» ОООри рабочи), Иван Захаров («Эмметево» ОООри механик), Петр Иванов («Труд» ЯХПК механизаторĕ), Алексей Перцев («Комбайн» ЯХПКри тракторист-машинист), Эдуард Райков (Ленин ячĕллĕ ЯХПКри дояр), Елена Цветкова (Х(Ф)Х ертỹçи) ЧР Ял хуçалăх министрĕн Тавне тивĕçрĕç.

Юрий Попов ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов Елчĕк халăхне янă салам сăмахĕсене çитерчĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕр — Елчĕкри тĕп больницăра чылай çул тухтăрта тăрăшнă Анатолий Молоствов ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Юрий Поповпа Петр Красновăн парнине тивĕç пулчĕ. Салам сăмахĕсем çумне ЧР Экономикин Аслă Канашĕн членĕ Николай Курчаткин хутшăнчĕ, Елчĕк халăхне çирĕп сывлăх, телей, çитĕнỹсем сунчĕ.

Ертỹлĕх аллинчен «Рассвет» ЯХПК водителĕ Сергей Афанасьев, «ДПМК Яльчикское» ООО тата «Прогресс» АХО водителĕсем Александр Борисовпа Геннадий Выйгетов, «Комбайн» ЯХПКри механик-диспетчер Валерий Пыркин, «Клевер» ОООри тракторист-машинист Юрий Уваров, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри ĕне сăвакан оператор Виталий Хушкин, «Победа» ОООри тĕп бухгалтер Людмила Чернова, централизациленĕ бухгалтерин тĕп специалисчĕ Ольга Сергеева ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсене, «Энтепе» ОООри механизатор Вячеслав Клементьев ЧР Патшалăх Канашĕн Тавне тивĕçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ячĕпе килнĕ салам сăмахĕсене вуласа пачĕ, округри харсăр ĕçченсене депутатăн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Хастар ĕçченсен пысăк пайĕ çавăн пекех Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Уявра пурĕ 90 яхăн уйрăм ĕçчен, 10 ытла коллектив тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕ.

Саламлакансен йышĕнче кỹршĕсем те пулчĕç: Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕсенче Елчĕксемпе Патăрьелсем ĕлĕкрен пысăк туслăхра пурăннине палăртрĕ.

Акатуйра професси енĕпе палăрнă ĕçченсене, экономика кăтартăвĕсене тишкернĕ конкурсра мала тухнă, çĕрпе тухăçлă усă курнă хуçалăхсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе ака çĕнтерỹçисене (вĕсем пирки «Елчĕк ен» хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче — 21-мĕш номерте — тĕплĕн çырнă) чысланипе паллашма кăмăллă пулчĕ.

«Паттăрлăх» общество организацийĕн представителĕсем СВОри салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ илсе çитерес енĕпе ырми-канми тăрăшакан волонтерсене чыслани мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.

Куравсем патриотлăх туйăмне вăйлатаççĕ

Чăваш халăхĕн культурине, ырă йăла-йĕркине асра тытса йĕркеленĕ хаваслă юрă-кĕвĕ, ташă, вăйăсем халăха кăмăллăн канма майсем туса пачĕç. Вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пулăшнипе округри территори пайĕсем чылай çул ĕнтĕ уява хутшăнакансене ăшăлăхпа тата хăтлăлăхпа туртакан кил-çуртсене йыхравласа сăйлаççĕ. Сĕтел тулли йăтăнса ларакан наци апат-çимĕçĕ — йăлтах Елчĕк халăхĕпе хăнасемшĕн пулчĕç. Техĕмлĕ апат-çимĕçе кирек кам та тутанса пăхма пултарчĕ.

Уявра тĕрлĕ кану площадкисем ĕçлерĕç. Ачасемпе аслисене халăх, спорт вăййисем йыхравларĕç. Халăх промыслисен куравĕсем илеме, аваллăха юратакансене тата хаклакансене хăйсен енне туртрĕç.

Тăм шăхличĕ, ача-пăча теттисем сутакансем, шашлăк пĕçерекен вырăнсем ярмăрккă илемĕ пулчĕç, вĕсен умĕнчен çын татăлмарĕ. Тĕрлĕ таварпа, ĕçме-çимепе сутă тăвакан лавккасен йышĕ те пысăк. Ача-пăча батутсемпе аттракционсенчен, ача-пăча хули ятпа палăрнă лаптăкран хăпмарĕ çак кун. Чылайăшĕ пĕчĕк лаша — пони çинче ярăнчĕ. Çуртсене чăвашсен авалхи тĕрри-эрешĕпе капăрлатнă. Хăна çурчĕсен умĕсене куракансем чарăнса тăра-тăра сăнарĕç. Мĕншĕн тесен территори пайĕсем кăçалхи Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкне асра тытса хăйсен паллă çыннисен сăн ỹкерчĕкĕсене пухса «Ентешсем — пирĕн мухтав» стендсем, вăрçă тематикипе çыхăннă куравсем йĕркеленĕ.

СВО паттăрĕсем пирки тĕплĕн каласа паракансен йышĕнче Тăрăмсемпе Курнавăшсем тата ыттисем пулчĕç.

Килти хушма хуçалăхра усă куракан техникăпа паллашасси — йăлара. «Кулибинсен» ĕçĕсемпе кăсăкланакансем те кашни çул чылаййăн. Ырсамай çырмин сăрт çамкинче ретĕн-ретĕн лартса тухнă çĕнĕ те хăватлă техникăна вара уява хутшăнакансем чи малтан асăрхарĕç тесен те йăнăш пулмĕ.

Акатуя халăх пысăк хавхаланупа, савăнăçпа хутшăнчĕ. Туллин савăнма условисем çителĕклĕ пулчĕç. Уява йĕркелекен оргкомитет членĕсем яваплăха çирĕп туйни куç умĕнче. Акатуй хăйĕн пĕлтерĕшĕпе чăн-чĕн ĕçпе юрă тата спорт уявĕ пулнипе тыткăнларĕ. Уяв умĕн «Ырсамай» культурăпа кану паркне тирпейлесе илемлетни чун-чĕрене çĕклерĕ.

Ĕçчен алă илем çуратать

Уявра тĕп библиотека, территори пайĕсем, хĕрарăмсен вырăнти канашĕ хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç. Çулсеренех çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтереççĕ вĕсем, кунта аваллăхри хатĕрсене, хальхи маçтăрсен ĕçĕсене курма пулчĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем хатĕрленĕ пултарулăх ăстисен палаткисен умĕнчен çын татăлмарĕ. Аслă Таяпа территори пайĕ ялти библиотекăри вулаканăн Елизавета Арсентьеван «Алмаз-тĕлĕнтермĕш» ятпа йĕркеленĕ куравĕпа паллаштарчĕ. Ỹкерчĕксен сюжечĕсем анлă, вĕсенче çут çанталăк илемĕ, чĕр чунсем. Аслă Елчĕкри Анжелика Никитина вара пралукран тата изолонран тунă чечексем ăсталама маçтăр. Вячеслав Купташкинăн (Хăвăлçырма) йывăçран тата картонран тунă ĕçĕсем куракана тĕлĕнтерчĕç. Вячеслав Геннадьевич хатĕрленĕ çурт макечĕсем питĕ илемлĕ. Май уйăхĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Лаш Таяпа ялĕн библиотеки курава поэтăн «Нарспи» поэмипе çыхăннă иллюстрацисене, Шăмалак ялĕнчи Вероника Усанован ỹкерчĕкĕсене тăратнă. Кунтах Александр Черновăн пиçиххи çыхакан мастер-класĕ ĕçлерĕ. Кĕçĕн Таяпасен «Тăван тавралăх илемĕ» ятпа йĕркеленĕ пир çинче ỹкерчĕксен курав-экспозицине Ирина Ванюшина хатĕрленĕ. Курнавăшсем «Халăх хатĕрленĕ пукане» ятпа мастер-класс ирттерчĕç. Тамара Смирнова пуканесене улăмран, курăкран, йĕтĕнрен хатĕрлет. Вĕсен тумĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çăм çиппинчен. Тăрăм территори пайĕнчи Елена Капитонован вĕтĕ шăрçаран, вак укçа-тенкĕрен, çипрен çыхса хатĕрленĕ тухйи-хушпăвĕ, чăваш хĕрарăмĕн ытти капăрлăхĕ вара этемлĕхĕн черченкĕ пайне хăй патне туртать. Елчĕк территори пайĕ тăратнă «Асрах тытатпăр» куравра — Валерий Изратовăн экспоначĕсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи салтаксен пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ кунта. Аслă Пăла Тимешсем «Алăсене — ĕç, чун-чĕрене — уяв» ятпа хатĕрленĕ выставкăра Лариса Данилован çипрен çыхса хатĕрленĕ кофтăсем, сумкăсем, салфеткăсем, тутăрсем… Ĕçсен авторĕ ăсталăх класĕ йĕркеленĕ май палатка умĕнчен ватти-çамрăкки пăрăнмарĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Тайпике тăрăх саланчĕ юрă-кĕвĕ…

Анлă чыслав хыççăн сцена юрă-ташă ăстисен аллине куçрĕ. Пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем пĕрин хыççăн тепри йышлă куракана хăйсен ытамне илчĕç. Патреккел халăх хорĕн, Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор, Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил» ансамбльсен, Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи çамрăксен «Тарават» фольклор, Курнавăшри тата Вырăскассинчи культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕсен кашнин хăйĕн тĕшши. Вăл юрăсен репертурĕнче те, тумсенче те, сцена çинчи тыткаларăшра та палăрчĕ. Пĕр пеклĕх пулмалла та мар, тĕрлĕ енлĕхпе кураканăн чун-чĕрине «вăратни» питĕ паха. Кивĕ Эйпеçри хĕрарăмсен «Хĕлхем» ансамблĕ, акă, юлашки вăхăтра ăсталăх çулĕпе çỹлеллех талпăнать те, вĕсен те хăйсен «козырь» текенни пур тесшĕн. Пĕр-пĕр концертрах вĕсем композицине кура хăйсем çĕлесе хатĕрленĕ темиçе кĕпе-тумтир улăштараççĕ, хускану саманчĕсем те хăйне кура килĕшỹллĕ. Хальхи уявра та вĕсем çак тата ытти элемента алла çирĕп илнине кăтартрĕç. Лаш Таяпа территори пайĕнчи «Сударушки» хĕрĕсен «Всех вас с праздником», «Колхозная» юррисем вара Акатуй тематикине питĕ çывăх.

Округри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕсен «Мерчен» ансамблĕ сцена çине тухсан хăйне кура уйрăм пахалăхсене асăрхатăн. Светлана Карамаликова ертсе пыракан ачасен ташă ушкăнĕсем уяв концертне пушшех чĕрĕлĕх кĕртрĕç. Вĕсен тата Аслă Таяпари Мирослава Григорьеван ташшисем пăхса савăнмалăх.

Халăх умне кашни территори пайĕнченех тухса пычĕç пултарулăх ушкăнĕсем. Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа… Хорсемпе ансамбльсен хушшинче дуэтсемпе уйрăм солистсем те юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Сергей Барановпа Иван Шурбина (Елчĕк), Вениаминпа Наталия Муллинсене (Кĕçĕн Таяпа), Диана Егоровăпа Николай Тихонова (Тăрăм), Василипе Светлана Блиновсене (Чăваш Тăрăмĕ), Ирина Сурковăпа Зинаида Красновăна (Хăвăлçырма), Зоя Спиридоновăпа Ирина Кирилловăна (Тĕмер), Виктория Романовăпа Юрий Кашкăра куракансем питĕ хапăл пулчĕç.

Концерт юхăмĕ хăйĕн «экваторĕнчен» каçсан сцена çинче уйрăм юрăçсене ытларах куртăмăр. Вырăнти артистсем — Юлия Немцева (Ĕнел), Зевдет Салахутдинов (Сăрьел), Кирилл Петров (Кивĕ Эйпеç), Максим Изратов (Кавал), Марина Кульмакова (Аслă Таяпа), Эдуард Борисов (Патреккел), Юрий Кашкăр (Лаш Таяпа) çĕкленỹллĕ юрăсем янратнă чухне епле чăтса тăрăн? Хуларисем «эстафетăна» малалла тăссан пушшех те.

Вăхăт каç енне сулăннă май, Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрă» ушкăн, «Икĕ тус» дуэт, Валерий Димитриев, Мĕтри, Лариса Пасхина, Виктор Федотов, Лариса Шаурбина, Надина, Яна Герасимова, Виталий Воронов юрлани Тайпике юханшывĕ тăрăх аякка юхрĕ пулинех.

Ултă сехете пынă уяв программи питĕ пуян пулчĕ. Ăна ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Ольга Архипова, Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсем — Юрий Петухов, Кирилл Петров, Елена Чапуркина ăста ертсе пычĕç.

Ĕç ăнсан — ăмăртас та килĕ сан

Акатуй уявĕн спорт программи, йăлана кĕнĕ тăрăх, эрнекун пуçланчĕ. Пĕрремĕш ăмăрту — ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Паттăрлăх орденĕн кавалерне Владимир Орлова (Каркалар) асăнса ирттернĕ футбол турнирĕ. Командăсемпе куракансене округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, «Улăп» ФОК директорĕ Иван Егоров, паттăр салтакăн ашшĕпе амăшĕ — Василий Петровичпа Людмила Владимировна саламларĕç.

Турнирта 7 команда вăй виçрĕ. Тĕл пулусем пĕринчен тепри хĕрỹ иртрĕç. 3-мĕш вырăншăн пынă тупăшура «Пăла» (Акчел) «Лаш Таяпана» (1:0) парăнтарчĕ. Кубок тата Орловсен çемйи уйăрнă така хуçи кам пулĕ? Ыйтăва «Елчĕк-Ретро», «АСК-Яльчики» командăсем татса пачĕç. Тĕп вăхăт çĕнтерỹçе татса параймарĕ: 2:2. Пенальти ярăмĕ вара Елчĕксене кỹчĕ телей. Турнирăн чи çамрăк вăйăçи Роман Алексеев («АСК-Яльчики») тата чи ăста вылянă футболистсем — Артур Васильев, Сергей Васильев, Николай Николаев ятарлă кубоксемпе парнесен хуçисем.

Юнашарах хĕрарăмсен волейбол вăййисем пычĕç. Тăватă командăран Кĕçĕн Таяпасемпе танлашакан пулмарĕ. Территори пайĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов теветкеллĕхĕпе чăмăртаннă туслă коллектив «Улăп» ФОКа секцине çỹрекенсен «Çамрăклăх» (2:0), «Елчĕк» (2:1), «Аслă Елчĕк» (2:0) командăсене çĕнтерсе мала тухрĕ. Турнирăн пĕтĕмлетỹ протоколне те вĕсем çак йĕркепех çырăнчĕç.

Арçынсен хушшинче те Кĕçĕн Таяпасене ăнăçрĕ: Çирĕклĕ Шăхальсен вăйлă команди хыççăн 2-мĕш вырăн йышăнчĕç вĕсем. Виççĕмĕш — Аслă Елчĕксем.

Тепĕр кунĕнче спорт ăмăртăвĕсене çăмăл атлетсем уçрĕç. Шкул ачисен эстафета (6х200 м) чупăвĕнче 8 командăран Елчĕксем финиша 1-мĕш çитнĕ. Курнавăшсемпе Çирĕклĕ Шăхальсен те савăнмалăх сăлтав пур. Территорисен пайĕсен (4х200 м) ушкăнĕнче Çирĕклĕ Шăхальсем, Курнавăшсем, Аслă Елчĕксем палăрнă.

«Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче тĕрлĕ вырăнта харăсах темиçе ăмăрту иртрĕ. Алă вăйĕ виçессинче 80 килограма çитичченхи виçе категорийĕнче Денис Пыркин (Аслă Шăхаль), 80 кг йывăртарах спортсменсенчен Никита Антонов (Комсомольски) çĕнтернĕ. Хĕрарăмсенчен Раççей спорт мастерне Елена Портновăна чылай çул парăнтаракан çук. Унăн йăмăкĕ, Анна Симакова та (Кĕçĕн Таяпа), 3-мĕш çул ĕнтĕ кĕмĕл медале вĕçертмест.

Кире пуканçăсен ăмăртăвĕ те спортсменсемпе куракансене йышлă пуçтарчĕ. Хăйсен виçисенче кунта Кĕçĕн Шăхалĕнчи Тарас Пупинпа Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Андрей Иванов малти вырăна йышăнчĕç. Хĕрсенчен абсолютлă виçере нумай ăмăрту çĕнтерỹçине Софья Соловьевăна (Кавал) çитекен пулмарĕ.

Юнашарах тепĕр тимĕр вăййине юратакансен — штангистсен тупăшăвĕ пынă май, ăмăрту судйи Александр Портнов кашни атлет çинчен тулли комментари парса пычĕ. Пĕрремĕшсем вара çаксем: Матвей Романов (Ĕнел), Антон Айметов (Елчĕк), Александр Плотников (Патреккел), Денис Никитин (Вăрнар).

Кăçал ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне атлетсем ытти регионтан килни пушшех кăсăклăх çуратрĕ куракансенче. Йыш та пĕчĕк пулмарĕ. Лаш Таяпаран тỹрех икĕ Богдан, Сметанинпа Юнкеров, пьедестал çине хăпарчĕç. Вĕсен хушшине Андриян Алексеев (Тăрăм) «хĕсĕнсе» кĕме пултарчĕ. Тепĕр виçере (30 кг) Раççей, ун тулашĕнче хăйĕн ятне пĕлтерме ĕлкĕрнĕ Михаил Миллин (Елчĕк) ыттисене мала тухма шанăç памарĕ. Ытти ушкăнра Михаил Евдокимов, Айдар Мурсалимов (Оренбург), Арсений Левый (Елчĕк), Дмитрий Бакин (Кушкă), Владимир Васильев (Кĕçĕн Шăхаль), Егор Владимиров, Эмиль Морозов (Шупашкар) «ылтăн» чыслава тивĕçрĕç. Абсолютлă çĕнтерỹçĕ, пĕлтĕрхи пекех, Данил Ефимов (Тăрăм).

Чăваш кĕрешĕвĕ енĕпе те пуçтарăннă халăх атлетсен вăй-халне, техникине палăртса хăйĕн кăмăл-туйăмне тытса чараймарĕ: хавхалану алă çупнинче, шăхăрнинче уççăн курăнчĕ. Вăл, ытларах, çак кĕрешỹçĕсен адресĕпе пулчĕ пулинех. Евгений Павлов (Елчĕк), Давид Крысов, Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва), Роман Иванов (Аслă Шăхаль) тупăшăвĕ кашнинех килĕшрĕ-тĕр. Е.Абрамов иртнĕ çулхи çитĕнĕве те çирĕплетрĕ — така хуçи.

Вăй-хал конкурсĕсемпе те кăсăклă пулчĕ уяв. «Т-150» трактор кустăрмине 20 метра çавăрса çитессипе кунта та мала тухрĕ Евгений Абрамов. Кăтартнă вăхăт — 36,34 çеккунт. Хĕрсенчен çак дистанцие Анна Астраханцева (вăл та Çĕнĕ Пăваран) 25,26 çеккунтра вĕçлерĕ. Анчах урапа кустăрмипе.

Турник çинче туртăнассипе 21 çын вăй виçнĕ. Чи нумай очко — Патреккелĕнчи Антон Антоновăн: 24. Тутарстанри Пăва хулинчен килнĕ Дмитрий Витинăн — 23. Аслă Елчĕкри Алексей Горшковăн та çак кăтарту. 45 çулхи çар пенсионерĕ хăй вăхăтĕнче Акатуйăн спорт кĕрешĕвĕнче те пĕр хутчен мар çĕнтерỹ тунипе хавхаланнă. Куратпăр: вăй-хал тапса тăрать-ха спорт ветеранĕн.

Çăмăл автомашинăна пирĕн хушăмăрта тĕртсе курнисем пайтах. Çапах та вĕренпе туртасси йывăртарах. Округри ачасен искусство шкулĕн директорĕ Валерий Архипов 20 метра çапла майпа 16.20 çеккунтра вĕçлерĕ, 2-мĕш призертан, Сергей Миллинран (Патреккел) шăпах 4 çеккунт выляса илчĕ. Кĕçĕн Таяпари Сергей Трофимов (20.60 çеккунт) — виççĕмĕш.

Мас-рестлингра икĕ виçере тупăшрĕç спортсменсем. Чи пултаруллисен ячĕсене те пĕлтерме васкатпăр. Вĕсем: Вăрăмхăва ялĕнчи Алексей Максимов тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Дмитрий Карсаков.

Акатуйăн спорт пайне çулсерен çĕнĕ конкурссемпе вăйăсем кĕртеççĕ. Кăçал, акă, баскетбол мечĕкне пуç урлă ывăтасси те нумайăшне кăсăклантарчĕ. Арçынсенчен Тутарстан хăнин, Фаниль Валеевăн кăтартăвĕ тепĕр çула «рекорд» пулса юлчĕ — 20.8 метр. Хĕрсенчен Яна Поляруш (Çирĕклĕ Шăхаль) ывăтнă мечĕк 12 метра çитрĕ.

Ирхи çумăр рысаксен чупăвне ирттерессинче иккĕленỹ çуратрĕ пулин те, ипподромра старта вуннăн тухма кăмăл тунă хăйсен янаварĕсемпе. Чи лайăх вăхăт кăтартнă пилĕк ут хуçи финалта тупăшнă. Вĕсенчен Пăва хулинчи Ильсур Галимзянов «Рапин» лашапа 1600 метра чи лайăх вăхăтпа вĕçленĕ — 2.13.66 минут. Патăрьел представителĕ Владимир Павлов «Престолпа» кăшт кăна кая юлнă: 2.13.98. Виççĕмĕш вырăнта (2.18.57) — Кармал ялĕнчи Александр Попов «Апогей» урхамахпа. Тепĕр икĕ кăтартăва та тимлĕхсĕр хăварар мар, мĕншĕн тесен хуçисем те, учĕсем те пуçласа хутшăнмаççĕ пирĕн Акатуя. Вĕсем — Патăрьел тăрăхĕнчен. Альберт Хамбиков «Лепестокпа» секундомер йĕпписене 2.21.03 минут, Сергей Кузьмичев «Нептунпа» 2.21.92 минут тĕлĕнче чарнă.

Уйрăм лапамра ачасем валли те тĕрлĕ вăйă йĕркеленĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code