Почтальон — ялти чи çывăх, хисеплĕ çынсенчен пĕри. Хаçат-журнал, çыру валеçнипе, ватăсене пенсипе тивĕçтернипе пĕрлех ялти чылай çыннăн кăмăл-туйăмне, вăл мĕнпе сывланине пĕлсе-курса тăрать вăл.
Курнавăшри почта çыхăну уйрăмне Надежда Мартышкина ертсе пырать. Людмила Иванова, Светлана Фомина, Галина Векова почтальонкăсем Курнавăш, Вырăскасси, Çуткỹл ялĕсенчи куллен кĕтнĕ çынсем. Ĕçе чун-чĕре хушнипе пурнăçлаççĕ вĕсем, кашни çынпах тарават та ăшă кăмăллă.
— Манăн ĕçченсем палăртнă ĕç планне яланах тивĕçлĕн пурнăçласа пыраççĕ. Халăх вĕсемпе кăмăллă, — пĕлтерет Надежда Владимировна ертỹçĕ.
Халăхшăн почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем чăн та ырă та ăшă кăмăллă çынсем.
Культура ĕçченĕ Людмила Веселинăпа «Нива» хуçалăх бухгалтерĕ Оксана Димитриева почта çыхăну уйрăмне хаçат çырăнма каçнăччĕ эпир пынă тĕле.
— «Елчĕк ен» пирĕншĕн юратнă та кĕтнĕ хаçат. Эпир ăна пĕр сиктермесĕр çырăнатпăр. Округ хыпарĕсене вуланипе пĕрлех хамăра кирлĕ статьясене тупатпăр унта. Хаçатра номертен номере пичетленсе пыракан чуна витерекен калавсем те кăмăла каяççĕ, — теççĕ вĕсем.
Сăн ỹкерчĕкре: Л.Веселина, Н.Мартышкина, О.Димитриева, Л.Иванова, С.Фомина.