Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Почтальонсене пысăк тав!

Почтальонсене пысăк тав!

Çĕнĕ Пăва ялĕнчи почта çыхăну уйрăмне Надежда Краснова ертсе пырать. Луиза Михайловăпа Людмила Степанова почтальонкăсем Кĕçĕн Шăхаль, Аслă Шăхаль, Турхан, Çĕнĕ Пăва ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерес ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлаççĕ.

Ĕç опычĕ пысăк вĕсен пурин те. Луиза Михайлова уйрăмра чи нумай тăрăшакансенчен пĕри.

— Почтальонсене куллен кĕтетпĕр. Тавах вĕсене пире хаçат-журнал, унпа пĕрле кашни уйăхрах пенси укçине вăхăтлă парса тăнăшăн. Унсăр пуçне куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ. Халăхпа ырă та тарават вĕсем пурте, — тет халăх çак тăрăхри почтальонсем пирки сăмах пуçарсан.

Тавах округри почта çыхăнăвĕн мĕн пур ĕçченне ырă та пархатарлă ĕçĕшĕн.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: почтальонсем вулакан патне васкаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code