Четверг, 17 июля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв программи анлă

Уяв программи анлă

Кăçал Чăваш Ен 105 çул тултарать. Çак пулăма халалласа Республика кунĕнче чылай мероприяти ирттерме палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ОЛЕГ НИКОЛАЕВ:

«Хамăр çуралса ỹснĕ Чăваш çĕрĕнче яланах тăнăçлă та телейлĕ пурнăç пултăр. Пирĕнтен кашниех çакна асра тыттăр: Чăваш Ен çынни пулса тăрасси — чун туртни. Унпа пĕрлех çакă пысăк туйăмлă юрату та, тăван çĕрпе пирĕн хушăмăрти пархатарлă ăс-хакăл çыхăнăвĕ те».

Июнĕн 23-мĕшĕнче театр скверĕнче Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс уçăлĕ. Унта 18 регионти 51 маçтăр хутшăнĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕсене Аслă Çĕнтерỹ уявне халаллĕç, ăстасем мастер-классем ирттерĕç. Çав кунах «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль уçăлĕ. Тĕрлĕ регионтан килнĕ пултарулăх коллективĕсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ачасен пултарулăхĕн «Черчен чечексем» фестиваль-конкурсĕ иртĕ, унта юрлама-ташлама ăста çамрăксен сассисемпе киленме май пулĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетĕç. Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ пуçарнă конкурса 2187 заявка тăратнă, çĕнтерỹçĕсене 15 номинацире палăртĕç. Чипер пикесене Раççей халăх артисчĕ Дмитрий Певцов саламлĕ.

Республика кунĕнчех Пĕтĕм чăвашăн Акатуйне пуçтарăнĕç. 13-мĕш хут иртекен уява тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем хутшăнĕç. Вĕсем тĕрлĕ йăла-йĕркепе паллаштарĕç, халăх юрри-ташшипе савăнтарĕç. Пăхаттирсем кĕрешỹ лапамĕнче вăй виçĕç. Хĕрлĕ тỹремре Раççейĕн хальхи музыка карттин презентацийĕ иртĕ. Дмитрий Тетель композитор «Ташши, ташши», «Вĕç-вĕç, куккук», «Алран кайми аки-сухи» халăх юррисенчен увертюра хатĕрлет. Çĕнĕ композицие Л.Г.Зыкина ячĕллĕ «Раççей» патшалăх академи вырăс халăх ансамблĕ шăрантарĕ.

Çавăн пекех Республика кунне халалласа А.Г.Николаев ячĕллĕ паркра ача-пăча Акатуйĕ, Мускав çыранĕнче «Атăл çинчи тупăшу» çар искусствисен фестивалĕ, экскурсисем, Республика тỹремĕнче «Чăваш Ен ахах-мерченĕ» фотокурав, юхан шыв портĕнче наци ташшисем енĕпе ăсталăх сехечĕсемпе музыка каçĕсем иртĕç. «Чăваш Енĕн хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшỹллĕн Шупашкарти микрорайонсенче те уяв мероприятийĕсем йĕркелĕç. Çĕнĕ Шупашкарти ипподромра йăлана кĕнĕ тăрăх республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн лаша чупăвĕсем пулаççĕ. Кăçал уява Етĕрне округĕ те кĕтсе илет. Унта мероприятисен программи анлă пулĕ, «Сăр çинчи çамрăксем» форум, кĕрешỹ енĕпе Чăваш Ен кубокĕ, Пĕтĕм Раççейри «Спорт çĕрĕ» марафонăн республикăри тапхăрĕ, «Атăлçи пулă шỹрпи» гастрономи фестивалĕ тата ытти те.

Çĕртме уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарти экономика форумĕ, «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав иртĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code