Вторник, 19 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçсене аван йĕркеленĕ

Ĕçсене аван йĕркеленĕ

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитет. Юнкун республикăра иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне шăпах паллă пулăма халалланă. Çак тĕллевпе округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тĕп вулавăшра округ администрацийĕн тата округри культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.

Чăваш патшалăхлăхĕн юхăмĕ Раççей тытăмĕнче 1917 çулта тапраннă. Чăвашсем валли автономин административлă хутлăхне туса хурасси çинчен 1918 çулта Чăваш рабочийĕсемпе хресченĕсен съездĕнче официаллă шайра пĕрремĕш хут сĕнỹпе тухнă. Автономи никĕслес ĕçе чăвашсен паллă политикĕ Даниил Семенович Элмен пысăк тỹпе хывнă.

1920 çулхи февральте Пĕтĕм Раççейри чăваш коммунисчĕсен I съезчĕ иртнĕ, чăвашсен совет автономине йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене пайăррăн сỹтсе явнă. Чăваш пайĕ тăратнă проекта ырланă. Ăна пăхса тухма, йышăну тума Мускава ярса панă. РСФСР Тĕп Ĕçтăвкомĕ тата Халăх Комиссариачĕн Канашĕ 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче, çак кун Республика кунне уявлатпăр, «Чăваш автономи облаçĕ çинчен» декрет йышăннă. Ун айне алă пуснисен йышĕнче — В.И.Ленин, М.И.Калинин тата А.С.Енукидзе…

Республика кунне 1995 çулта паллă тума пуçланă. Кăçал вăл Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче иртет. Халăха нумай кăсăклă мероприяти кĕтет. Информкунра Леонард Васильевичпа Алевтина Николаевна уяв программипе тĕплĕн паллаштарнă. Ун пирки хаçатăн 1-мĕш страницинче вуласа пĕлме пулать.

Информушкăн членĕсем Вăрăмхăва ялĕнчи клуба çитсе килнĕ. Кунта Сергей Кириллов уйрăм предприниматель бригади тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçлать. Сметăпа пăхса хăварнă сумма — 8 миллион та 409 тенкĕ. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул та тĕпрен çĕнелĕ. «Строймонтажизоляция» сахал яваплă общество ĕçе графикпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Паянхи куна палăртнин 30 процентне пурнăçланă. Контрактри сумма 58 миллион тенкĕпе танлашать.

Объектсенчи ĕçсемпе ертỹçĕсем кăмăллă юлнă. Рабочисемпе тĕл пулса калаçнă май, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, малалла та тухăçлă ĕçлеме ырă суннă.

Округ администрацийĕнче Алевтина Федоровăпа Леонард Левый граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code