Елена Петрова ертсе пыракан округри ветерансен канашĕ нумай мероприятие хастар хутшăнать, хăй те йĕркелет.
Черетлĕ, «Туслăх кĕперĕ пытăр ĕмĕре» ятпа ирттернĕ тĕл пулăва, Канаш хулинчи ветерансем килме кăмăл тунă. Кил хуçисем вĕсене ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăнса çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антонина Александрова тĕп лапамри, культурăпа кану паркĕнчи паллăлăхсемпе паллаштарнă. Хăнасене «Патреккел çăл куçĕ» çут çанталăк палăкĕ те питĕ килĕшнĕ, унăн шывне пĕрле илсе кайма та кăмăл тунă. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче вĕсем Геройсен аллейине курса тĕлĕннине пытарман.
Ветерансем тĕл пулăвăн теори пайне çавра сĕтел хушшинче тишкернĕ.

