Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, «Сывлăх патне — утăм» проект старт илнĕ.
Организмăн тĕплĕ тĕрĕслевĕпе çыхăннă акци пирĕн округра паян, июнĕн 27-мĕшĕнче, 15 сехетрен пуçласа 19 сехетчен тĕп лапам çумĕнчи культурăпа кану паркĕнче иртет. Пĕтĕм процедура тỹлевсĕр. Эсир анализ пама, юн пусăмне тĕрĕслеттерме, ЭКГ тухма, терапевтран, педиатртан тата ытти специалистран консультаци илме пултаратăр. Экспресс меслетпе организмри сахăр, холестерин шайне те пĕлме пулĕ. Тĕрĕс апатлану, сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă ыйтусем те айккинче юлмĕç. Чир палăрăмĕсене тупса палăртсан тарăн тишкерỹ витĕр тухма тĕп хулари сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене направлени парĕç.
Сывлăх пирки утăм тăвассине ырана хăвармалла мар. Куçса çỹрекен «Сывлăх пунктĕнче» паян кĕтеççĕ сире. Пĕлĕшĕрсене, кỹршĕсене те пĕрле илсе килĕр.

