Понедельник, 17 ноября, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тавра пĕлỹ сехечĕ

Тавра пĕлỹ сехечĕ

«Чăваш Енĕн хаваслă кунĕсем» проектпа килĕшỹллĕн Тăрăмри вулавăшра «Ман юратнă Чăваш Ен» тавра пĕлỹ сехечĕ ирттернĕ.

Светлана Михайлова библиотекарь ачасене чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, Чăваш Енĕн символикипе паллаштарнă. «Пирĕн республикăра миçе хула, миçе çын пурăнать? Чăваш тĕрри-эрешĕ, ремесли çинчен мĕн пĕлетĕн?» — çак тата ытти ыйту çине те хурав шыранă мероприятире.

Пухăннисене Ольга Васильеван «Путешествие по Чувашии. Чăваш çĕршывĕпе паллашар-и?» кĕнеке-вăййи те нумай çĕннине пĕлме пулăшнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code