салтак-ентешсем службăра хăйсене ырă енĕпе кăтартни пире савăнтарать.

Çак кунсенче Елчĕк округĕн çамрăкĕсем — Андрей Иванов (Энтепе), Родион Романов (Шăмалак), Александр Кротов (Исемпел) — тăван тăрăхра отпускра пулчĕç. Кашни килмессерен салтаксем Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹре пулса Силуан аттепе тĕл пулаççĕ, унран пил илеççĕ.
— Таса Турă, Турă Амăшĕ паянхи пăтрануллă саманара çĕршывăмăра тата унта пурăнакансене, Раççейĕн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекен мĕн пур çар çыннине упраса тăтăрччĕ, тĕнчене канăçлăх патăрччĕ, — яланах çапла каласа ăсатать чиркỹ настоятелĕ салтаксене.
Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулу саманчĕ.

