— Татьяна Смирнова, Алевтина Новикова почтальонсем пирĕншĕн хисеплĕ те хаклă çынсем. Тавах вĕсене ял халăхне хаçат-журналпа, кашни уйăхрах пенси укçипе вăхăтлă тивĕçтернĕшĕн. Халăхпа ырă та тарават вĕсем, — теççĕ Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел ялĕнче пурăнакансем.
Кавалти почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Светлана Сергеева та ĕçченсемпе кăмăллă. Вĕсем ĕçне чун-чĕререн юратнине, плана та çулсерен вăхăтлă тултарнине хыпарлать Светлана Васильевна, почтальонсен ĕç стажĕпе опычĕ пысăккине палăртать. Сăмах май, Светлана Сергеева хăй ку ĕçре 24-мĕш çул вăй хурать.
— Пирĕн тăрăхра «Елчĕк ене» кăмăлласах çырăнаççĕ. Кашни ỹсĕмри çын хăйне кирлине тупать хаçат страницисенче. Округ хаçачĕ вăл влаçпа халăха çыхăнтарать, халăх хушшинчи пĕрлĕхлĕхпе туслăха тытса пыма пулăшнипе пĕрле ырă йăласене упрама хистет, — палăртать ертỹçĕ.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Татьяна Смирнова, Светлана Сергеева, Алевтина Новикова.

