Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Республикăн пуçарулăх бюджечĕ — ялсен сăн-сăпатне çĕнетсе лайăхлатмалли, пурнăç пахалăхне ỹстермелли витĕмлĕ инструмент. Малтанласа палăртнă тăрăх, Чăваш Енре 2025 çулта халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă 1555 проекта ĕçе кĕртмелле. Пурнăçлама пăхнă проектсем валли уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле сумми 3,3 млрд тенкĕпе танлашать».
Юлашки çулсенче вырăнти халăх пуçарулăхне тĕпе хурса территорисене хăтлăх, тирпей-илем кĕртес ĕç тĕллевлĕ пурнăçланать.
Республикипе илсен, кăçал пĕтĕмпе 3,3 миллиард тенкĕлĕх 1555 проект ĕçе кĕртмелле. Çав шутран Елчĕк округĕпе халĕчченхинчен ĕç калăпăшĕ чылай пысăкрах: 110 проект сумми 99,4 миллион тенкĕпе танлашать. Çынсем уйрăмах «Пирĕн çулсем» (38 проект), «Ял инфраструктурине аталантарасси» (36) проектсемпе тимлени курăнать.
2025 çулăн иккĕмĕш çур çулне кĕнĕ май, кăштах пĕтĕмлетỹ тума та май пур. Паянхи кун тĕлне округра 12 проекта вĕçленĕ: Тăрăм, Çуткỹл ялĕсенче пушар резервуарĕсем хута янă, Кĕçĕн Таяпапа Каркаларта хăйăр-чултан хытарнă çулсем йĕркеленĕ, Петровка поселокĕпе Çĕнĕ Тỹскелте масарсен картисене улăштарнă, Энтепе çăвинче вăхăтлăх çурт тунă, Хăвăлçырма ялĕнчи пĕр урамăн шыв пăрăхĕсене çĕнетнĕ…
Хальхи вăхăтра территори пайĕсенче харăсах 33 проекта уçă çул панă. Хăвăлçырмасем ĕçĕн ăнăçăвне кура-и, Луговая тата Озерная урамсенче те шыв пăрăхĕсене улăштарассипе тăрăшаççĕ. Питĕ кирлĕ ĕçе пурнăçлассине «Стройэнергосервис» ООО хăй çине илнĕ. Асăннă ыйту Яманчỹрелсемшĕн те çĕнĕ мар. Иртнĕ çулсенчи опыт çине таянса кунта халĕ тăватă урамра хĕрỹ ĕç пырать.
Чылай ялта пысăк калăпăшлă кирлĕ мар япаласене вăхăтлăх пухмалли контейнер площадкисем йĕркелесси те тĕп тĕллев.
Ялсенчи çулсене тăтăшах юсаса тăнисĕр пуçне, малашне кашни ялтах шыв пăрăхĕсене улăштарасси пирки шутласчĕ. Елчĕкре вĕсене хывса хăварни 60 çултан та иртнĕ ĕнтĕ. Ытти ялти те «çамрăк» мар: пилĕк теçеткерен каçнă. Çавăн пекех шыв управĕсем çителĕклĕ тăвасси те тĕп тĕллев пулмалла.
Çула май палăртса хăварар: округ территорийĕнчи автоçулсене асфальт сарас е юсас тĕлĕшпе те ĕç кал-кал пырать. Ку енĕпе «ДПМК «Яльчикское», «Эльбрус» сахал яваплă обществăсен тăрăшулăхне палăртмалла. Пĕрремĕш коллектив рабочийĕсем халĕ тĕп больница çывăхĕнче автомашинăсем чарăнмалли ятарлă вырăн йĕркелеççĕ. Анчах хăшĕ-пĕрне çакă та килĕшмест: «Мĕн тума кирлĕ вăл?» Айванла ыйтăвăн хуравĕ ансат: больница умĕнчи пĕчĕк лапам килен-каян техника лартмалли вырăн мар. Унта «Васкавлă пулăшу» машинисем чăрмавсăр çỹреме пултарччăр…
(Хамăр корр.).
Сăн ỹкерчĕкре: Хăвăлçырма ялĕнче шыв пăрăхĕсене улăштараççĕ.

