Июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе «Сывлăх патне утăм» проект старт илнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Унăн тĕллевĕсем — çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатасси, чир-чĕре вăхăтра тупса палăртасси, сывлăха пурăнакан вырăнтан аякка каймасăрах тĕрĕслеттерме майсем туса парасси.
«Президент çынсен пурнăçне вăрăмлатас, сывлăхĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе лартнă задачăна пурнăçлатпăр. «Сывлăх патне утăм» çĕнĕ проект ĕçе кĕртрĕмĕр. Пирĕн тĕп тĕллев медицина пулăшăвĕпе кашни çын ăçта пурăннине шута илмесĕр тивĕçлипе усă курма пултарнинче. Регионти пĕр ял та, пĕр хула та тимлĕхсĕр юлмĕ. Проекта хастар хутшăнса сывлăхлă пурăнар!» — палăртнă Олег Алексеевич ĕçлĕ визитпа Етĕрнери «Сывлăх пунктĕнче» пулнă чухне.


Асăннă проектпа килĕшỹллĕн республикăри хуласемпе ялсенче çăвĕпех мобильлĕ ФАПсемпе «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлĕç. Вĕсенче çынсем пуçламăш тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма, анализсем пама, терапевтран, педиатртан тата ытти специалистсенчен консультаци илме пултараççĕ. Сисчĕвлентерекен паллăсене тупса палăртсан пациентсене тĕплĕнрех тĕрĕсленме ярĕç.
Пирĕн округра проект июнĕн 27-мĕшĕнче, иртнĕ эрнекун, тĕп лапам çумĕнчи культурăпа кану паркĕнче старт илчĕ. Ăмăр та çумăрлă çанталăка пăхмасăр ял халăхĕ кунта йышлăн килсе тăчĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата унăн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ырă тĕслĕх кăтартса малтанах çитрĕç, вĕсенчен администрацире ĕçлекенсем те юлмарĕç. Леонард Васильевич çак çĕнĕлĕхе халăх ырласа йышăннине, çакна пухăннă халăх та çирĕплетет, сывлăха тĕрĕслеттерни тухăçлă ĕçлеме пулăшнине палăртрĕ.
«Сывлăх патне утăм» проектăн пĕрремĕш мероприятийĕнче Елчĕк ялĕнче çак кун 161 çын хутшăнса сывлăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслеттернĕ, юн пусăмне виçтернĕ, ЭКГ тутарнă. Специалистсем 300-е яхăн экспресс-анализ тунă. Пациентсене округри врачсем — А.Э.Алексеева, Н.А.Шакова терапевт тухтăрсем, О.Г.Смирнова дерматолог, А.П.Патшина отоларинголог, А.А.Ястребова офтальмолог, А.П.Пупина гинеколог тухтăрсем йышăннă, сывлăхĕсене тишкернĕ. Аслă ỹсĕмри 2 çынна больницăна терапи уйрăмне сипленме чĕннĕ, хăшĕ-пĕрне сипленме сĕнỹсем панă, теприсене тĕплĕнрах тĕрĕсленме направленисем çырнă. Н.А.Афанасьева педиатр тухтăр пĕчĕк пациентсен ашшĕ-амăшĕпе ачасен тĕрĕс апатланăвĕ, вĕсене пĕрремĕш класа кайма хатĕрлесси пирки калаçу ирттернĕ. Калас пулать, Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе медицина работникĕсем те, ял халăхĕ те кăмăллă юлчĕ.
Иван СТЕПАНОВ, ĕç ветеранĕ, Елчĕк ялĕ:
— О.А.Николаевăн ырă пуçарăвне мухтатăп. Пысăк тав ăна пирĕнтен. Çынсене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх программи ăнăçлăн пурнăçланнине «Сывлăх патне утăм» проект чăннипех çирĕплетсе парать. Социаллă сетьсенче çывăхрах сывлăха тĕрĕслеттерме май пурри çинчен вуласа пĕлсен тỹрех кайса тĕрĕсленме шутларăм, юлташсене те чĕнтĕм. Çулĕсем иртнĕ май сывлăх çинчен ытларах та шутламалла. Сахăр диабечĕпе аптăранă май унăн шайне куллен килти глюкометрпа виçсех тăратăп-ха эпĕ, паян çакна тухтăрсене шанас терĕм, ыйтусем çине те хуравсем илес килчĕ. Çав вăхăтрах холестерин шайне виçтерме, ытти тĕрĕслев витĕр тухма та май пулчĕ.
Венера БОРИСОВА, Елчĕк ялĕ:
— Республика Пуçлăхĕн проекчĕ пирĕн округра, эпĕ пурăнакан Елчĕк ялĕнче хăçан тата хăш вăхăтра пулассине округ хаçатĕнче вуласа пĕлтĕм. Куçа нумаях пулмасть операци тутарнăччĕ те, окулист патĕнче тата тепре тĕрĕслеттерсен аван пулĕ тесе шутларăм. Мобильлĕ пункт ĕçне округ центрĕнче лайăх йĕркелени савăнтарчĕ. Кĕске вăхăтрах ЭКГ тутарма та, юн пусăмне виçтерме, анализсем пама, специалистсемпе канашласа консультаци илме май килчĕ. Пурне те Сывлăх дневникĕ, чир-чĕртен сыхланмалли мелсем çинчен çырнă буклетсем валеçсе пачĕç. Патшалăх кашни çыннăн сывлăхĕшĕн тăрăшни куç умĕнче. Хамăрăн та сывлăха упрама тăрăшмалла.
Елчĕк районĕн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ А.Г.Васильева пĕлтернĕ тăрăх, кун пек тĕрĕслевсем июль-август уйăхĕсенче округри тата 14 ялта иртмелле. Çывăхри — ыран, июлĕн 5-мĕшĕнче Елчĕкри пасар территорийĕнче. Май пур чухне пурне те сывлăх патне утăм туса тĕрĕслеве хутшăнма сĕнетпĕр. Сывлăх — пирĕн пурнăçра чи кирли. Çакна манар мар.

