Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывра асăрхануллă пулăр

Шывра асăрхануллă пулăр

Çуллахи кунсенче пурте шыв хĕррине васкаççĕ. Шыва кĕнĕ чухне вара питĕ асăрхануллă пулмалла — инкек-синкек сиксе ан тухтăрах. Çак йĕркесене асрах тытар:

— Ишме пĕлмесен шыва пилĕк таран анчах кĕрĕр.

— Палăртнă вырăнтан иртсе нихăçан та ан ишĕр.

— Причалта, пристаньре шыва ан кĕрĕр.Пăрахут, катер, баржа çывăхне ишсе ан пырăр.

— Вĕрсе хăпартнă матраспа, теттесемпе, автомобиль шинипе шыва ан кĕрĕр.

— Пĕлмен вырăнта шыва кĕме юрамасть.

— Çынна нихăçан та шыва ан тĕкĕр — сивĕ шывра аптăраса ỹкме пултарать.

— Шывра ан иртĕхĕр, пĕр-пĕрне ураран ан туртăр.Пĕччен шыва ан кĕрĕр, ыттисене те пĕччен ан хăварăр.

— Ачасене хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине ан ярăр.

— Апатланнă хыççăн 1,5-2 сехетрен кăна шыва кĕме юрать.

— Ỹсĕр чухне шыв хĕррине ан кайăр.

— Япăх çанталăкра шыва ан кĕрĕр.

Шывра темĕн те пулма пултарать, çавăнпа çак уйрăмлăхсене пĕлни юрать:

— ишнĕ чухне ывăнсан çурăм çине выртса лăпкăн ишсе илмелле;

— сывлав органĕсене шыв лексен хыттăн ỹсĕрсе илмелле;

— урана шăнăр туртсан çурăм çине выртмалла та мышцăсене сăтăрмалла, пысăк пỹрнерен тытса урана тăсма тăрăшмалла;

— путма пуçласан алăсене сарса çурăм çине выртмалла, йывăр тумтире хывмалла.

Çын путнине курсан:

— ишме пĕлетĕр пулсан тумтир хывса шыва чăмăр, путакана лăплантарма тăрăшăр та шыв хĕррине илсе пырăр;

— ишме пĕлмесен шыва ан кĕрĕр, путакана патак е вĕрен ывăтса парăр, пулăшу чĕнĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code