Çемьесене право пулăшăвĕ парассинчи ыйтусене татса парас тата вĕсене хỹтĕлес енĕпе иртекен Раççей шайĕнчи эрнене хутшăнса Елчĕкри тĕп библиотека никĕсĕ çинче экспертсем тата çемье представителĕсем хутшăннипе «Çемьене саккун хỹтĕлет» ятпа çавра сĕтел хушшинче тĕл пулу йĕркелерĕмĕр.

Уçă калаçăвăн тĕп тĕллевĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе амăшсене тата ытти тăванĕсене пулăшассипе çыхăннă тĕрлĕ информацие çитересси пулчĕ. Тĕл пулăва пынă çак çемьесен представителĕсем округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа, Александр Кудряшов прокурорпа, Руфина Воронцова нотариуспа тата «Комсомольский» ШĔМĕн начальникĕн çумĕпе Эдуард Никоновпа куçа-куçăн курса калаçнă май хăйсене кăсăклантаракан чылай ыйтăва уçăмлатма пултарчĕç.
Диана ВАСИЛЬЕВА.

