Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк чунлă пачăшкă

Пысăк чунлă пачăшкă

Чун-чĕрипе Турра парăннă çын вăл. Пурнăçне халăха, ĕненĕве халалланă. Тĕмер ялĕн чиркĕвне тивĕçлĕ тытса пынипе пĕрлех халăхпа пĕрле Аслă Таяпа, Тăрăм ялĕсенче чиркỹсем çĕклеме пултарнă. Тĕмер ялĕн настоятелĕ Петр атте пирки пырать паянхи калаçу. Сăлтавĕ те пысăк — Петр атте çак кунсенче 75 çул тултарчĕ. Петр Иванов протоиерее «Елчĕк муниципалитет округĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чыслани те унăн ĕçĕ халăхшăн тивĕçлĕ пулнине çирĕплетет.

Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ пулса 1992 çултанпа тăрăшать Петр Иванов протоиерей. Вăл 1950 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче Иван Ивановичпа Анастасия Федоровна Ивановсен 5 ачаллă çемйинче çуралнă, ачасенчен чи асли пулнă. Унăн кукашшĕ — Федор Павлович Павлов — чиркỹ старости пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕ те — Раиса Дмитриевна — Турра ĕненекен йăхран тухнă. Матушкăн аслашшĕ Александр Николаевич Николаев Тăрăм чиркĕвĕнче диакон пулса тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче Тĕмер чиркĕвне çĕнĕрен ĕçлеттерсе ярас ыйтупа Мускава Калинин патне çитнĕ çын вăл. Александр Николаевич хутла лайăх пĕлнĕ, чиркỹ варрине тăрса «Апостол» кĕнекене вуланă, хорта юрланă.

Петр атте шăпи вăрçă хыççăн çуралнă ял ачисенни евĕр пулнă. Кĕçĕнрен тăван хуçалăх ĕçне хутшăннă. Турра ĕненекенсен çемйинче çитĕннĕ май тĕн вĕрентĕвне ăса хывса çамрăклах чиркĕве çỹренĕ. Тĕмер шкулне пĕтерсен çар ретне тăнă. Çартан таврăнсан ялти колхозра водительте тăрăшнă. Водитель правине Канашри ДОСААФ шкулĕнче вĕренсе илнĕ вăл.

Чунĕ аслă çулсенче те чиркĕве туртăннă. Пысăк праçниксенче ĕçе кайиччен ирех тăрса чиркĕве çитсе килме ĕлкĕрнĕ. Вăхăт иртнĕ май хуçалăхра ĕçлесен чиркỹ праçникĕсенче чиркĕве çỹреме кансĕр пулнине шута илсе Петр Иванович 1979 çулта чиркỹ хуралçине ĕçе кĕрет, унтан алтарник, каярах чиркỹ старости пулса тăрăшать.

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕн вĕçенче Тĕмер чиркĕвĕнче настоятель пулса Патăрьел округĕнчи Тикеш ялĕнчи Алексей Федоров протоиерей ĕçлетчĕ. Вăл мана час-час пачăшкă пулма сĕнни тата пил пани, ырă канаш-сĕнỹпе пулăшса пыни настоятель пулма хистерĕ те ĕнтĕ, — аса илет Петр атте.

1989 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Петр Иванова диакон ятне, çак çулах священник санне панă. Икĕ çула яхăн Канаш районĕнчи Высоковка ялĕнчи чиркĕвĕн настоятелĕнче ĕçленĕ вăл. 1992 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Пăлхавăшни кунĕ (Турă Амăшне ырă хыпар пĕлтерни) Варнава митрополит Петр аттене Тĕмер ялĕн чиркĕвĕн настоятелĕ пулма пилленĕ.

Тĕне ĕненекен халăхпа самантрах пĕр чĕлхе тупнă Петр атте. Халĕ округра нумай чиркỹ ĕçлет. Маларах район халăхĕ вырăнта Турă çурчĕсем пулманран шăпах Тĕмер чиркĕвне йышлă çỹренĕ. Район тулашĕнчен килекенсем те сахал мар пулнă.

Историе илес пулсан çакă паллă — Тĕмерти пĕрремĕш чиркĕве 1749 çулта туса лартнă. 1779 çулта чиркĕве Юмансар çырмин сулахай енне куçарса лартнă. Çавна пулах ăна иккĕмĕш чиркỹ теме пулать. Виççĕмĕш чиркỹ, халĕ ĕçлекенскер, унтан çỹлерех вырнаçнă. Ăна 1876 çулта туса пĕтернĕ.

Петр Иванов пĕр ял хĕрĕпе пĕрлешсе çемье çавăрнă.

— Пĕр кас ачисемех пулнă эпир, чиркĕве те пĕрле çỹренĕ, — калаçăва хутшăнать Раиса Дмитриевна.

Туслă та килĕшỹре пурăнакан çемьере виçĕ ывăл — Александр, Сергей, Василий кун çути курнă. Пурте çемьеленнĕ вĕсем. Шел пулин те, Сергей пурнăçран ир уйрăлнă. Александр тĕрлĕ региона ĕçлеме çỹрет, стройка ĕçне хутшăнать. Кĕçĕнни — Василий Иванов иерей — ашшĕ çулне суйланă, хальхи вăхăтра Аслă Таяпа, Тăрăм чиркĕвĕсен настоятелĕ, Елчĕк округĕн благочиннăйĕ пулса тăрăшать. Аслашшĕпе асламăшĕ паян 8 мăнукĕпе савăнаççĕ.

«Вулакана, Петр атте, мĕн суннă пулăттăр?» ыйту çине настоятель çапла хуравлать: «Ку пурнăçра эпир, этемсем, хăнара анчах. Этемĕн икĕ тĕнче: тулаш тата шалти. Кĕлетке тата чун тесе хаклатпăр эпир вĕсене. Кĕлетке утать, чупать, апатланать. Чун ĕненет, шухăшлать, ĕмĕтленет, туйăмсем çуратать. Шăпах чун çынлăхлăха упраса хăварма пулăшать. Чун пуянлăхне упрани канăçлăх кỹрет. Яланах чуншăн, çăлăнассишĕн тăрăшмалла. Пирĕн шалти тĕнчере çутăлăх хуçалантăр. Çапла пултăр тесен ăна тĕттĕмлетекен е халсăрлатакан усал туйăмсенчен (хаярлăхран, кĕвĕçỹрен, ирсĕрлĕхрен, ултавран…) сыхлама вĕренмелле. Йăвашлăха, ăшăлăха, тĕрĕслĕхе, чыса тата ыр кăмăллăха мала хуракан çын пăтрануллă тĕнчере те çухалса каймасть, ырра усалран уйăрса шалти тĕнчине пуянлатсах пырать. Ырăпа усала уйăрма пултарни, пултарулăх тата ăс-тăн пире чĕр чунсенчен уйăрса тăрать те ĕнтĕ. Çак пысăк уйрăмлăха пире Турă парнеленĕ. Çирĕп чунлă çын пулас тесен чи малтанах чунпа кĕлеткен килĕшỹре пулмалла. Этемĕн совеçĕ таса пулни, хамăр пĕлсе е пĕлмесĕр тунă тĕрĕс мар утăмсемшĕн, çылăхсемшĕн тетпĕр эпир ăна, ỹкĕнни пире çăлĕ те. Çынна мĕн чухлĕ ырă тăватăн, чуна çавăн чухлĕ çăмăлрах та çăмăлрах пулĕ…».

Пурнăçра чылай çынпа тĕл пулнă, сахал мар ăс-тăн пухнă пачăшкăпа калаçас та калаçас, ырă канаш-сĕнĕвне итлес те итлес килет. Турă суйланă çын анчах çакăн пек Турра парăнса пурăнма пултарать.

Петр Иванов протоиерее эпир чун-чĕререн сывлăх, ырăлăх сунатпăр.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Петр атте матушкăпа — Раиса Дмитриевнăпа — пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code