Понедельник, 17 ноября, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сиктĕрмере…

Сиктĕрмере…

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тутарстанри Элкел районĕнчи Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă Сиктĕрме пин-пин çынна пуçтарчĕ.

Унти «Çĕнĕ Сăвар» туристсен комплексĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Уявĕ иртрĕ. «Уяв тус-тăвана пуçтарать» ятпа хатĕрленĕ программăпа килĕшỹллĕн хăнасем паллă сăвăçăн музейĕпе тата «Сухапуçран космос таран» куравпа паллашма пултарчĕç. Кунтах «Маттур ăстасем», «Кỹршĕ тăван пек хаклă» этнокартишсем ĕçленĕ. «Акăшсен кỹлли», «Чĕрчун тĕнчи», «Ĕлĕкхи çĕр пỹрт», шыв тата çил арманĕсен лапамĕсем те халăхран татăлман. «Чăваш сăри», «Ĕлĕкхинчен пуçласа паянхи чăваш тумĕсем», «Авалхи юрăсен сасси», «Янра, шăпăр, кĕсле» фестивальсем тата…

Темиçе сцена çинчен пултарулăх коллективĕсен юрри-ташшипе те паллашма пултарчĕç куракансем. Унта пирĕн округри йышлă коллектив — Патреккел халăх хорĕ, Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил», Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем», Елчĕкри «Тарават» ушкăнсем анатри чăвашсен юрри-ташшипе пысăк çĕкленỹпе паллаштарчĕç. Юрă ăстисен кĕписем расна та илемлĕ. Патреккелсем «Чăваш Республикинчи чи лайăх клуб учрежденийĕ» конкурсра çĕнтерсе 150 пинлĕх сертификата тивĕçнĕ. Шăпах унпа сцена костюмĕсем туяннă та. «Хĕлхемсене» «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсра мала тухни 330 пин тенкĕлĕх сцена кĕписем илме май панă. Уява пуçласа хутшăннă çамрăксен «Тарават» ушкăнне те пăхса ытармалла мар. Вĕсем округ пуçлăхĕ 100000 тенкĕ, «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕнчен 121000 тенкĕ уйăрнипе артистсен гардеробне пуянлатнă.

Çĕнĕ Эйпеçри Виктория Романовăпа вара мухтанмалăх, мăнаçланмалăх тулли сăлтав пур: вăл — «Раççей чăваш пики-2025» конкурс çĕнтерỹçи. Вун икĕ пике хушшинче! Ăна «Çĕнĕ Сувар» турист комплексĕнче канма 2 çынлăх путевка панă. Аса илтеретпĕр: маттур хĕр кăçал Пĕтĕм Раççейри чăваш юрăçисен «Кĕмĕл сасă» фестивалĕнче Гран-при çĕнсе илнĕччĕ.

Кивĕ Эйпеçĕнчи Валерий Казаков вара, «Хĕлхем» ансамбльте чун каниччен юрланисĕр пуçне, «Чăваш сăри» конкурсра тĕрĕслесе пăхма шутланă хăйне. Вăл вунă ытла конкурсант хушшинче те аптăраман. Сăра хатĕрлессин вăрттăнлăхĕсене питĕ лайăх чухлакан кинемейсенчен иртсе малтисен йышне кĕнĕ.

Черетлĕ тăваттăмĕш Уяв спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян пулчĕ. Вĕсенчен кире пуканĕ йăтасси Елчĕксемсĕр епле ирттĕр-ха? Хăйсен виçе категорийĕсенче унта тĕнче класлă спорт мастерĕпе Александр Павловпа (Кавал) Раççей спорт мастерĕ Дмитрий Енедеров (Тăрăм) 1-мĕш вырăна тухса укçан призсене тивĕçнĕ.

Тепĕр икĕ ентеш — Владимир Алмантайпа Алексей Енейкин пĕлтерĕшлĕ мероприяти тĕлне «Туристический комплекс «Çĕнĕ СуварỸНовый Сувар» брошюра кăларма ĕлкĕрнĕ. Пуян ỹкерчĕксемлĕ издани килен-каяна питĕ килĕшме кирлĕ — çул-йĕр ертỹçи вырăннех вăл.

…Сиктĕрме — Çĕнĕ Сувар Уявĕ нумай-нумай чăвашпа ытти халăх çыннине пĕрлештерчĕ. Унти мероприятисене хутшăннисем, пырса курнисем чылай çĕнĕлĕхе курса тĕлĕнчĕç пулĕ. Йăлтах çырса та кăтартаймăн. Эсир те унта çитсе курма ан ỹркенĕр — тĕлĕннĕ пулăттăр.

(Хамăр корр.).

Сăн ỹкерчĕкре: Кивĕ Эйпеçсем — «Чăваш сăри» конкурсра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code