Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне çĕр улми, тĕш тырă, пахча çимĕç, сĕт туса илессипе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче малтисенчен ретĕнче.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«2025 çулта 4133 гектар лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртĕпĕр. Пирĕн тĕллев — акăнакан лаптăксене çулран çул анлăлатса пырасси, ял хуçалăх культурисене ытларах туса илесси, тухăçа ỹстересси».
Раççейре çулталăкра пĕтĕмпе пухса кĕртнĕ хăмлан 90 проценчĕ, севокăн 70 проценчĕ пирĕн республикăн тỹпи шутланать.Çĕршыв рынокĕнче чăваш чейĕ, пыл тата çĕр улми чипсĕ те тивĕçлĕ вырăн йышăнать.
Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те Чăваш Ен кăтартуллă ĕçлекенсенчен пĕри. 2020 çулхи тапхăртан тытăнса республикăра усă курман 46 пин ытла гектар çĕре сухаласа ĕçе кĕртнĕ. 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă курман çĕр лаптăкĕ 12399 гектар чухлĕ шутланнă. Кăçал та ку енĕпе сахал мар вăй хума палăртнă. Çак ĕçсене пурнăçлассишĕн агротехнологи майĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Тăпра пулăхне лайăхлатасси, тĕш тырă культурисене апатлантарма минераллă удобренисемпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Аграрисене патшалăх енчен те курăмлă пулăшупа тивĕçтереççĕ. Кашни гектар çĕр пуçне субсиди (8 пин тенкĕпе танлашать) парассипе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Республикăри кашни 5-мĕш фермера грантпа тивĕçтернĕ, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 4 пин ытла единица чухлĕ тĕрлĕрен ял хуçалăх техники туяннă. 5 çул хушшинчи тапхăрта ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене кỹнĕ пулăшу 2,6 хут ỹснĕ. 2025 çулта та агропромышленность комплексне 5,3 млрд тенкĕлĕх пулăшу памалла.
Килти хушма хуçалăхра ĕне, сурăх, качака усрас текенсене вĕсене туянма республика хыснинчен субсиди уйăрса параççĕ. Килте хăйсем тĕллĕн ĕçлес кăмăллă çынсем те патшалăхран 700 пин тенкĕ таран илме пултараççĕ.

