Воскресенье, 8 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплă ĕç яваплă пулма хистет

Яваплă ĕç яваплă пулма хистет

Вырмана тухма вăхăт çитнĕпе пĕрех. Çакна асра тытса виçĕмкун, хăнăхнă йăлапа, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем яваплă тапхăрти ĕçсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ерте пынипе акционерсен «Прогресс» хупă обществин никĕсĕ çинче иртнĕ канашлура пĕтĕмлетрĕç.

Çĕр ĕçченне çанталăк кашни çулхи çур аки, вырма вăхăтĕнче те çирĕп тĕрĕслев витĕр кăларать. Уй-хирти ĕçсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма вара хальхи вăхăтри хăватлă техникăсемпе анлăн усă курнисĕр пуçне, пĕтĕм чун-чĕрипе çĕр ĕçне парăннă çынсен çирĕплĕхĕпе нумай çул хушшинчи ĕçри ăсталăхĕ йывăрлăхсене çĕнтерме, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май парать. 2024 çулхи çăмăл мар лару-тăрури тĕслĕх те çакна çирĕплетсе парать. Шăпах тыр-пул пухса кĕртмелли тапхăрта чылай вăхăт çумăрлă çанталăк тăнине, çакă ĕç пахалăхĕпе тухăçлăхĕ çине витĕм кỹнине пăхмасăр округри çĕр ĕçченĕсем 22821 гектар çинчен кĕлете кĕртнĕ виçепе шутласан пурĕ 74174 тонна тĕш тырă алла илнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 32,5 центнер пулнă. «Сатурн» ЯХПК пирки каламалли те çук, кашни гектар пуçне тĕш тырă пухса кĕртессипе вĕсемпе республикăра урăх никам та танлашайман.
Çак кăтарту 52 центнер! ытла пулнă. Вăйлă-и? Вырма умĕнхи черетлĕ канашлура çаксем пирки аса илнĕ май Леонард Левый трибуна умне тĕп сăмах калама тухнă ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕнчен Сергей Волковран:

— «Кăçалхи прогноз мĕнле»? — тесе ыйтрĕ.

Пĕрче кĕркунне шутлаççĕ пулин те, çĕр-аннемĕр ял çыннине кăçал та хăйĕн ырлăх-пурлăхĕпе савăнтарасса, пысăк тухăç алла илес шанчăк пуррине палăртрĕ вăл.

Округ территорине кĕрекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ỹсен-тăран культурисене пурĕ 39385 гектар çинчен пухса кĕртмелле, çав шутран 23522 гектарĕ — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Тыр-пул лаптăкĕ 2024 çулхипе танлаштарсан, 3 процент ытларах. Çавăн пекех тата çĕр улмине — 347, пахча çимĕçе — 110, техника культурисене — 1587, выльăх апачĕ валли уйăрнă культурăсене 13819 гектар çинчен пухса кĕртмелле.

Тыр-пула çапса тĕшĕлеме 86 комбайн, 13 косилка тата 102 автомашина хутшăнмалла. Тĕпрен илсен, вĕсене пурне те уй-хире илсе тухма хатĕрлесе çитернĕ.

Пирĕн аграрисем уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте паянхи условисене туллин тивĕçтерекен çĕнĕ йышши хăватлă ял хуçалăх техникисемпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕ майсемпе усă курса кăçал та 19 единица (104 миллион тенкĕлĕх) çĕнĕ техника туяннă. Канашлăва хутшăнакансем акционерсен «Прогресс» хупă обществин Патреккел ялĕнчи техника паркĕпе йĕтемĕнче пулса курнă хыççăн çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе калама пултарчĕç. Кунта черетлĕ вырмана пĕр харăс 7 комбайн хутшăнать. ДОН-1500 Б «уй-хир карапĕн» штурвалне Валерий Куприянов тĕп инженер хăй тытать, кăçалхипе шутласан — 21-мĕш сезон!

Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă куракан ДОН-680 йышши комбайнсем те иккĕ, утă-улăм хатĕрлемелли пресс-подборщиксем, косилкăсемпе дискаторсем…

Хуçалăх 2024 çулта та никам умĕнче пĕр пус парăма кĕмесĕр 30 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. 5155 гектар çĕр лаптăкне ĕçлесе хатĕрлекен, сăвăнакан ĕнесен пысăк кĕтĕвне тытакан, сыснасем те усракан ял хуçалăх предприятине кулленхи ĕçсене пурнăçлама, паллах, сахал мар техника кирлĕ. Канашлăва хутшăннисене кунта çăмăл конструкципе усă курса хăпартса лартнă йĕтемри тырă упрамалли пысăк склада та кăтартрĕç. Юнашарах çакăн пек тепĕр склад çĕкленет.

— Пĕтĕм тырра пĕр вырăна управа вырнаçтармалла тăвасшăн, — палăртрĕ Петр Скворцов директор.

Çĕр ĕçченĕсене вĕрентме кирлĕ мар, кашни çулах вĕсем чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрленеççĕ. Агрономсем пĕрин хыççăн тепри кăçал та ĕç çи çăмăлпа иртмессе çирĕплетсех каларĕç. Тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулнăран çỹллĕ ỹснĕ тырă çĕр çумне выртнă. Урăхла каласан, ăна тỹррĕн çапса тĕшĕлеме май çукки, малтан уйрăммăн вырса кушăхтармалли паллă. Ку чухне тăкакĕсем ытларах пулни анчах мар, шутлă кунсенчи хаклă вăхăт та ытларах çухалать. Кĕрхи çанталăкăн ăсĕ те кĕске — йĕпе-сапа пуçланма та пултарать. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Леонард Левый çаксене те шута илчĕ. Тыр-пула пухса кĕртекен комбайнсене чăрмавсăр ĕçлеме, вĕсене тивĕçекен ĕç калăпăшне шайлашуллă йĕркелесси, йĕтемсемпе складсене, сушилкăсемпе тасатакан комплекссене çĕнĕ тырра йышăнма хатĕрлесе çитересси, кадрсене çирĕплетесси, çавăн пекех кĕр тыррисене акасси тата кĕрхи çĕртме ĕçĕсене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Унсăр пуçне, чи кирли — черетлĕ вырма ĕçĕсене инкексĕр, çын пурнăçĕпе сывлăхне сиен кỹмесĕр ирттерессин тата пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене малти вырăна кăларса тăратма кирли çинчен аса илтерчĕ. Ертỹçĕсемпе специалистсенчен вырма ĕçĕсене хутшăнакан кашни çынна хăрушсăрлăх техникин тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллаштарассине хăйсем çине яваплăх илме ыйтрĕ. Патшалăх пушар асăрхавĕн округри уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев округ администрацийĕн пуçлăхĕн шухăшĕсене çирĕплетнĕ пекех: ĕç çине хутшăнакан ял хуçалăх машинисене, йĕтемсемпе складсене пушар сỹнтермелли инвентарьсемпе тивĕçтермелли, комбайнсем ĕçлекен лаптăксенче шыв тултарнă пичкесем, автомашина, плуг çаклатнă тракторсем пулмалли çинчен тĕплĕн чарăнса тăни те çак ыйтусем, чăннипех, пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ пулнине çирĕплетрĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code