Вторник, 16 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ăнăçу çеç пултăр

Ăнăçу çеç пултăр

Шкул пĕтерекенсен патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ аттестацийĕ вĕçленчĕ. Нормативлă право докуменчĕсемпе килĕшỹллĕн вăл майăн 21-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 16-мĕшĕччен пычĕ.

Тĕрĕслев шкул ачисемшĕн малашнехи çула палăртакан пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулчĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 11 класс пĕтернĕ 68 (2024 çулта — 82) ача, патшалăхăн тĕп экзаменне 150 (163) ача тытнă. Аттестацие Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта ирттернĕ.

Тăххăрмĕшсен пĕлтĕрхи пекех суйласа илнĕ предметсен рейтингĕ вăйра тăрать: географи — 63,33 процент, чăваш чĕлхи — 53,33 процент, биологи — 24,67 процент. Çав вăхăтрах истори тата акăлчан предмечĕсене суйласа илнисем сахаллăн.

Патшалăхăн тĕп экземенĕ витĕр 136 ача ăнăçлă тухнă, ку вăл — 90,67 процент. Ытти 14 ача резерв кунĕсенче тепĕр хутчен тĕрĕсленнĕ. Виçĕ шкулти пĕрер ача кунта та «такăннă». Вĕсен сентябрь уйăхĕнчи тапхăрта экзамен тытма каллех сĕтел хушшине ларма тивĕ.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнисенчен математикăна (никĕс) мала хуни палăрать — 52,9 процент (2024 çулта — 55,6 процент), обществознани — 49,3 (49,4) процент. Истори, физика предмечĕсем патне интерес ỹсни палăрать.

Тĕп предметсенчен (вырăс чĕлхипе математика) экзамена 11-мĕшсенчен 4-н парайман. Вĕсенчен пĕрне икĕ дисциплинăпа та ăнăçман. Тепĕр виççĕшĕнчен 2-шне хальхинче вара ăннă.

Хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕллевлисем июлĕн 3 тата 4-мĕшĕсенче экзаменсене тепĕр хутчен тытнă. Пĕтĕмлетỹ çывăх кунсенче паллă пулĕ.

Вун пĕрмĕшсенчен вĕренỹри паллă ỹсĕмсемшĕн 6 хĕрпе каччă I степень, 9-шĕ II степень медальсене тивĕçнĕ. Виççĕшĕ хăйсен кăтартăвĕсене кĕтеççĕ.

Шкул пĕтернисен пысăк пайĕ ятарлă вăтам пĕлỹ паракан тата аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрĕç. Вĕсенче те, пурнăçăн малашнехи тапхăрĕсенче те, вĕсене ăнăçу çеç пултăр.

Людмила ЕФИМОВА,
округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code