Мобилизаципе çар ĕçне хутшăнакансен çемйисене пулăшас тĕллевпе Раççей социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ вĕсене социаллă пособипе тата ытти тỹлевпе тивĕçтерет.
Çĕршыва хỹтĕлекенĕн мăшăрĕпе ачисем çак пособисене илееççĕ: ача кĕтекене — пĕр вăхăтра паракан тỹлев, ачине — уйăхсерен парса тăракан пособи. Ку тỹлеве тивĕçесси çемьери укçа лару-тăрăвĕнчен е ытти пособи илнинчен пачах та килмест. Çар çыннин ача кĕтекен мăшăрне тỹлеве варти пепке тĕвĕленнĕренпе 180 кун иртсен параççĕ, вăл 42 пин те 665 тенкĕпе танлашать. Уйăхсерен паракан пособие вара ача 3 çул тултариччен илме пулать. Унăн виçи — 18 пин те 285 тенкĕ. Заявление Раççей социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн клиент службине пырса, МФЦра е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче пама пулать.

