Паян — утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре фермерсен пĕрремĕш агромаркечĕ уçăлать.
Вăл «Пехет» ятлă. Шупашкарти «Каскад» суту-илỹпе кану центрĕн аялти хутĕнче ĕçлет. Кунти 4 пин тăваткал метртан та иртекен лаптăк палламалла мар улшăннă — подрядчик пысăк ĕç пурнăçлани куç кĕрет. Йывăçран ăсталанă витринăсем, хăйне евĕрлĕ декор, наци сĕмĕллĕ колоннăсем…
Вырăнти художниксем тăрăшнине пула агромаркетăн кашни кĕтесĕнче Чăваш Енре пулни сисĕнет.
«Пехет» агромаркетра фермер продукцийĕсене 40-е яхăн тĕрлине туянма пулать: сĕт юр-варĕ, пыл, чей, пахча çимĕç, çăкăр, пулă тата ытти те. Хăнасем чăваш халăхĕн алă ăсталăхĕпе паллашма, сувенирсем туянма пултарĕç. Çынсене унта çитсе килме меллĕ пултăр тесе общество транспорчĕн чарăнăвне те йĕркеленĕ — павильон лартнă. Кунтан транспорт 5-мĕш тата 13-мĕш маршрутсемпе иртсе çỹрет.

