Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата АПК ветеранĕсен канашĕн хисеплĕ председателĕ, хамăр ентеш Василий Шадриков хутшăннипе округри АПК ветеранĕсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ.
Ларура сỹтсе явнă тĕп ыйтусем, паллах, округри ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ тавра пынă. Агропромышленность комплексĕнче ертỹçĕ, специалист тата ытти яваплă вырăнсенче ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă, халĕ тивĕçлĕ канури ветерансен канашĕн йышĕнчи çак çынсем самана таппинчен пĕр утăм та кая тăрса юлмаççĕ. Вĕсене пур ыйту та кăсăклантарать: округри ял хуçалăх отраслĕ иртнĕ çулсенче тата хальхи вăхăтра хăш шайра аталанни, ял хуçалăх организацийĕсем çĕнĕлĕхсене алла илессипе мĕнле ĕçлесе пыни, ял хуçалăх отрасльне ăста кадрсемпе тивĕçтересси…
«Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕ» обществăлла организаци йышĕнчи, хальхи вăхăтра 22 ĕç ветеранне пĕрлештерсе тăракан округри АПК ветеранĕсен канашне чылай çул хушши Валерий Шадриков ăнăçлă ертсе пынине пухăннисем палăртса каланине итлеме пит кăмăллă пулчĕ. Апла пулин те Валерий Алексеевич ларăва пухăннисен умне ыйтупа тухнине — хăйне ĕçрен хăтарма ыйтнине тивĕçтермесĕр те май пулмарĕ. Тĕплĕн шухăшланă, канашланă хыççăн ун вырăнне округри АПК ветеранĕсен канашĕн ертỹçи пулма пурте пĕр саслăн Леонид Кошкина суйларĕç. Сăмах май, Элпуç ялĕнче пурăнакан, халĕ тивĕçлĕ канури Леонид Анатольевич Кошкин вырăнти «Восход» колхоз председателĕнче вăй хунă, нумай çул Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацине ăнăçлă ертсе пынă. Вăл депутатсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе халăх ырлăхĕшĕн куллен пурнăçлакан пĕрлехи ĕçре пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Леонид Кошкин АПК ветеранĕсен округри канашне те тивĕçлипе йĕркелесе пырасса шанса ăна пĕрлехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
Светлана АРХИПОВА,
АПК ветеранĕсен округри канашĕн пайташĕ.

