Понедельник, 17 ноября, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк хак панă

Пысăк хак панă

Чăваш Республики — Пĕтĕм Раççейри информаци хăрушсăрлăхĕн конкурсĕн лауреачĕ.

IV «Регионсен информаци хăрушсăрлăхĕн кубокĕ» конкурсра Чăваш Енĕн Цифра аталанăвĕн министерствин проектне пысăка хурса хакланă. Сăмах регионăн «Хăрушлăхсăр хула» проекчĕ пирки пырать. Вăл — общество хăрушсăрлăхне çирĕплетме, васкавлă службăсен ĕçне, чрезвычайлă лару-тăрура оперативлă мерăсем йышăнма пулăшмашкăн хатĕрленĕскер.

— Цифра хăрушсăрлăхĕ регионта чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче. Çак проект паянхи технологисем кулленхи пурнăçа ансатлатнине, çынсен хỹтлĕхне çирĕплетнине, васкавлă службăсене çивĕч лару-тăрура ĕçлеме пулăшнине кăтартса пачĕ, — тенĕ цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code